16 декабря 2015 г.
Тĕрлĕ пулăмсенчен пуян Литература çулталăкĕпе сывпуллашрĕç декабрĕн 11-мĕшĕнче хĕрлĕчутайсем. Çак кун Культура çурчĕн пысăк залĕнче хăйсен кун-çулне литературăна, пултарулăха халалланă çынсем, районта пурăнакансем тата хăнасем пухăнчĕç. Уяв программи пуян пулчĕ. Малтанах уява пухăннисене культура вучахĕн фойинче кĕнекесен куравĕ кĕтсе илчĕ, иккĕмĕш хутра вара районти поэтсен пултарулăхĕпе паллаштаракан лаптăксем ĕçлерĕç. Мероприятие савăнăçлă лару-тăрура район администрацийĕн культура, спорт тата архив ĕçĕн пай начальникĕ Александр Самсонов уçрĕ, Литература çулталăкне пĕтĕмлетрĕ. Унтан вăл активлă вулавçăсене наградăларĕ. Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Зайцевсен çемйи "Çулталăкри чи вулакан çемье" номинацире çĕнтерчĕ. "Мĕн пурнăçĕпех кĕнекепе" номинацире - Изольда Карташова, Валерий Черендеев, Юрий Дашмаков, Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Анна Родионова. "Кĕнекен тата библиотекăн чунтан парăннă юлташĕсем" çаксем: Штанашри Галина Зотова, Атнар шкулĕнче вырăс чĕлхипе литературине вĕрентекен Фрида Храмова, Мăн Эменти Александр Трофимов, Атнарти Елена Ипатьева тата кĕнеке вулама юратакансен "Шанчăк" пĕрлешĕвĕ. Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 3 А класс - чи вулакан класс. Краеведени культурине салара пурăнакан Елена Падюкова лайăх пĕлет. "Вуланă, вулатпăр тата вулăпăр" номинацире Хĕрлĕ Чутайри Николай Никифоров çĕнтерчĕ. Вулама интерес ỹстерес тесе тухăçлă ĕçленĕшĕн Людмила Ешмейкина ырă сăмаха тивĕçрĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"