16 декабря 2015 г.
Декабрĕн 11-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ 573-рг № хушу кăларса Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн йышне çирĕплетрĕ. Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн йышне 18 çын кĕнĕ, вĕсем: Иван Степанович Архипов, Ольга Григорьевна Денисова, Иван Иванович Долгушин, Петр Васильевич Ивантаев, Федор Александрович Карягин, Михаил Федорович Киселев, Лев Пантелеймонович Кураков, Владимир Петрович Мидуков, Михаил Алексеевич Михайловский, Николай Иванович Панкратов, Валерий Павлович Петров, Анатолий Ялмарович Пукки, Игорь Валентинович Рощин, Валерий Васильевич Сапожников, Валентина Андреевна Теллина, Иван Тимофеевич Торин, Валерий Петрович Фадеев, Леонид Аркадьевич Шимин. Куратăр, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи Ваттисен канашĕн йышĕнче пирĕн районăн ывăлĕ те пур, вăл - Петр Васильевич Ивантаев. Пурте пĕлетпĕр, Петр Васильевич Сорăм ялĕнче çуралса ỹснĕ. Ăна эпир 1981-1984 çулсенче района ертсе пынипе, Чăваш Республикин Министрсен Кабинечĕн Председателĕн çумĕнче, Чăваш Республикин Ялхуçалăх министрĕнче ĕçленипе те лайăх пĕлетпĕр. Паянхи кун П.Ивантаев тивĕçлĕ канура пулин те обществăлла пурнăçа активлă хутшăнать: Чăваш Республикин Пуçлăхĕн канашçи, Чăваш Республикин Пуçлăхĕ çумĕнчи экономика канашĕн членĕ, Чăваш Республикин Ялхуçалăх министерствин коллеги членĕ тата ветеранĕсен сопредседателĕ, Наци конгресĕн вице-президенчĕ тата ытти те.
Источник: "Пирěн пурнăç"