16 декабря 2015 г.
Чăваш Енре республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Патшалăх Канашне çулсерен яракан Çырăва хатĕрлес енĕпе ĕçлеме пуçăннă. Ку документра правительствăн, Патшалăх Канашĕн, вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен, предприятисемпе организацисен çывăх вăхăтри тата малашлăхри ĕçĕн тĕп векторĕсене палăртаççĕ. Чăваш Ен Пуçлăхĕн Администрацийĕ республикăра пурăнакансене, общество организацийĕсене тата гражданла общество институчĕсене асăннă документа хатĕрлемешкĕн хутшăнма чĕнет. Кашниех республикăри пурнăçа лайăхлатас енĕпе хăйĕн сĕнĕвне пама, пурнăçри йывăрлăхсене татса парасси пирки хăй мĕн шутланине пĕлтерме пултарать. Сĕнỹсене çак адреспа йышăнаççĕ: Чăваш Республики, Шупашкар хули, Президент бульварĕ, 10; e-mail: pres5@cap.ru, analit1@cap.ru, analit9@cap.ru "Çыру хатĕрлеме" тесе паллă тумалла. Çавăн пекех (8352) 64-20-30 доб. 2084, 64-20-30 доб. 2085 телефонсемпе шăнкăравлама юрать. Граждансене йышăнать Декабрĕн 22-мĕшĕнче 10 сехет те 30 минутран пуçласа 11 сехет те 30 минутчен районти прокуратурăра РФ Следстви комитечĕн Чăваш Республикин Следстви управленийĕн ертỹçин çумĕ Анатолий Георгиевич Митин граждансене йышăнать, Следстви комитечĕпе çыхăннă ыйтусене татса пама пулăшать. Ыйтса пĕлмелли тата малтанах çырăнмалли телефон номерĕсем: (8352) 66-24-56 (Следстви управленийĕ), (83547) 2-21-28 (Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ).
Источник: "Пирěн пурнăç"