16 декабря 2015 г.
Иртнĕ эрнере районта Литература çулталăкне пĕтĕмлетрĕç. Палăртма кăмăллă, шăпах çак вăхăт тĕлне районти паллă çыннăн, райхаçатăн обществăлла корреспонденчĕн Валерий Константинович Романовăн "Çăмăл çул шыраман" пĕрремĕш кĕнеки кун çути курчĕ. Кĕнекере вăрçăра çапăçнă ентешсен кун-çулĕ, тĕрлĕ сферăра ĕçлесе ял-йыш хисепне тивĕçнĕ район çыннисем, хальхи вăхăтри пултаруллă та ăста специалистсем çинчен çырнă очерксем тĕп вырăн йышăнаççĕ. Сăмахран, П.В.Ивантаев, И.И.Стекольщикова, В.Ю.Иваницкий, П.А.Михеев тата республикăри, районти ытти паллă çынсем çинчен вуласа пĕлме пулать. Кĕнекене иртнĕ ĕмĕрĕн 70-90-мĕш çулĕсенче районти колхозсемпе совхозсене ертсе пынă Н.А.Ельмов, П.В.Васюков, Н.П.Стафик пирки, çамрăк ăрăва вĕрентсе воспитани парассишĕн вăй хунă З.А.Андреева, Р.Г.Галимов, Г.А.Борисова, Г.К.Тимакова, Н.Г.Кошелева, С.В.Яруткина, К.А.Грузинов, Шупашкарта уйрăм предпринимательте ĕçлекен Г.С.Морозован пурнăçĕпе ĕçĕ-хĕлĕ, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансем çинчен çырнисем те кĕнĕ. Çĕнĕ кĕнеке сăнỹкерчĕксемпе пуян. Унти матери-алсем уйрăм çынсен пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе паллаштарнисĕр пуçне тăван район историне пĕлме пулăшаççĕ. Кĕнеке ахаль çыншăн кăна мар, районти ятлă-сумлă çынсене пĕлес текен ачасемпе çамрăксемшĕн те усăллă пулĕ. Хамăр инф.
Источник: "Пирěн пурнăç"