16 декабря 2015 г.
Çулталăк вĕçĕнче "Иксĕлми Чутай çăлкуçĕсем" фольклор фестивальне ирттересси районта ырă йăлана кĕчĕ. Кăçал та вăл Литература çулталăкĕн хăйнеевĕрлĕ пĕтĕмлетĕвĕ пулчĕ. Районта пурăнакансем вуннăмĕш хут ĕнтĕ фольклор уявне курса савăнчĕç. Палăртмалла, фестивале хутшăнакансен шучĕ çулсерен ỹссе пырать. 13 фольклор ушкăнĕ хăйĕн пултарулăхĕпе, халăх юрри-такмакĕпе, ташшипе савăнтарчĕ кăçал. Питĕ килĕшрĕ çак уяв. Çакăн пек мероприятисенче пĕрремĕш хут пулмастăп пулин те кашнинчех ял тăрăхĕсен артисчĕсен пултарулăхĕнчен тĕлĕнме пăрахмастăп. Фольклор ушкăнĕсенчен чылайăшĕ чутайсен илĕртỹллĕ çи-пуçĕпе тухрĕ, тĕм тĕрлĕ музыка инструменчĕн сасси те янăрарĕ, коллективсенче çĕнĕ çынсем пурри те куçа курăнчĕ, хăш-пĕр ушкăнсенче арçынсем те малтанхинчен ытларах. Фестивале вăрçă тематикипе çыхăнтарни вара мероприятие çĕнĕ сĕм кĕртрĕ. Куракансем умне çак фольклор коллективĕсем тухса юрри-ташшипе савăнтарчĕç: "Шупуç" (Кив Атикасси), "Шанчăк" (районти ветерансен), "Сăр таппи" (Пантьăк), "Хăнатар" (Тралькасси), "Çартмас" (Хĕрлĕ Чутай), "Элĕм" (Мăн Этмен), "Айхол" (Атнар), "Хăмăш" (Питĕркасси), "Урпаш" (Хусанушкăнь), "Артанас" (Ачкасси) тата "Шокăль" (районти Культура çурчĕ). Кăçал фестивале пĕрремĕш хут Чăваш наци конгресĕн Хĕрлĕ Чутайри уйрăмĕ çумĕнче йĕркеленĕ "Çĕрпĕç" коллектив та хутшăнчĕ. Жюри хăйĕн кăмăлне çапла палăртрĕ: Чутай тăрăхĕнчи юрăсене, йăла-йĕркене упраса хăварса сцена çине илсе тухнăшăн пĕрремĕш вырăна Пантьăк ял тăрăхĕн "Сăр таппи" фольклор ушкăнĕ çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна районти ветерансен тата Туктамăшри Культура çурчĕн коллективĕсем тухрĕç, виççĕмĕшсем - районти Культура çурчĕн артисчĕсем, Питĕркасси тата Штанаш ял тăрăхĕсен коллективĕсем.
Анна ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"