АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çамрăксен çăмăлттайлăхĕ шухăша ярать

18 декабря 2015 г.

Районти ЗАГС пайĕнче тăрăшакансен паян професси уявĕ. Асăннă уйрăма чылай çул ĕнтĕ Елена Сергеевна Барышникова ертсе пырать. Кунта тĕрлĕ ыйтупа пыракан темиçе теçетке çынна кунсерен ертỹçĕпе пĕрле тепĕр специалист йышăнать. Район çыннисем вара кунта е мăшăрланма заявлени çырма, е пепкин ятне регистрацилеме, тăванĕ е çывăх çынни вилни пирки свидетельство илме, е тата ытти ыйтупа килеççĕ. Елена БАРЫШНИКОВА, районти ЗАГС пайĕн ертỹçи:

- Чăн та, ЗАГС-ра кашни кунах халăх йышлă. Акă çулталăк пуçланнăранпа паянхи куна пирĕн пата граждансенчен тата организацисемпе учрежденисенчен 4200 яхăн заявлени килчĕ. Кăçал эпир çынсем ыйтса çырнипе 291 свидетельствăна тепĕр хутчен патăмăр. Кунсăр пуçне документсене улшăнусемпе тỹрлетỹсем кĕртесси те сахал мар пулчĕ, пурĕ - 106 тĕслĕх. Пĕрин тивĕçлĕ канăва тухма хатĕрленнĕ чух, теприн нотариаллă хутсемпе çỹренĕ вăхăтра документсем çинче пĕрпеклĕх çукки çиеле тухать тата ытти те. 2014 çулта эпир тĕрлĕ çулсенчи пĕтĕм даннăйсене электрон базине кĕртсе пĕтертĕмĕр. Халĕ ăна тĕрĕслессипе ĕçлетпĕр. МФЦ урлă килекен çынсен ыйтăвĕсене те тивĕçтеретпĕр. Хăш-пĕр цифрăсем пирки кĕскен: кăçал декабрĕн 17-мĕшĕ тĕлне пĕтĕмпе 128 ача çуралчĕ (пĕлтĕр ку тапхăрта - 143), пурнăçран пурĕ 342 çын уйрăлчĕ (пĕлтĕр çулталăк хушшинче кун чухлĕ çын вилнĕччĕ), çĕнĕ 75 çемье чăмăртанчĕ, 43 мăшăр вара уйрăлма кăмăл турĕ. Кунта манăн çакна каласа хăварас килет: паянхи çамрăксем çемьеленес ыйту çине çăмăлттайла пăхаççĕ, тин кăна пĕрлешнĕ ятпа саламлатпăр, нумай та вăхăт иртмест - вĕсем пирĕн пата уйрăлма килеççĕ. Чылайăшĕ 1-5 çул таран çеç пĕрле пурăнать. Ашшĕ-амăшĕ уйрăлнăшăн чи малтан ачисем нуша кураççĕ вĕт. Анкетăра мĕншĕн уйрăлнине мăшăрсенчен пĕри улталанипе сăлтавлать, теприсем мăшăрĕ ĕçнипе теççĕ, виççĕмĕшĕсем пусмăрлăха пула тесе çыраççĕ. Çакна та каласа хăварам: хальхи çамрăксен пĕлỹлĕхĕ хавшакрах, заявлени те çырма пĕлмеççĕ, хăшĕ-пĕри адресне çырнă чухне те йывăрлăх тỹсет.

Н.МИДАКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика