18 декабря 2015 г.
Хĕллехи тапхăр пуçланнă май çул-йĕр участникĕсене тимлĕ-рех пулма ыйтас килет. Каçхине тата çĕрле шăнткалать, юр çума, тĕтре тухма пултарать тата ытти те. Çаксем вара çул-йĕр çинче чăрмав кăларса тăратма пултараççĕ. Хăвăрт улшăнса тăракан çанталăк тăнине пула патшалăх автоинспекцийĕ водительсене тимлĕхе ỹстерме, хăвăртлăх режимĕпе дистанцие тата маневр правилисене пăхăнма, йĕри-таврари япăхрах курăннă вăхăтра асăрхануллă пулма сĕнет. Шел те, чылай водитель çул çинчи тимсĕрлĕхпе явапсăрлăх çăмăллăнах инкек патне çитернине манать. Хăрушă инкексенчен асăрханас тесен хĕллехи резина çине куçассине вăраха хăвармалла мар. Çуран çỹрекенсен те хĕлле асăрхануллă пулмалла, мĕншĕн тесен пăрлак çул çинче машинăн тормоз çулĕ вăрăмланать. Çавăнпа та çуран çỹрекенсен те çул-йĕр правилисене (машина çỹрекен çул çинче асăрхануллă пулмалла, пăхса хуман, тĕттĕм вырăнта каçмалла мар...) çирĕп пăхăнмалла. Çул урлă каçиччен енчен енне тимлĕ пăхмалла, хăрушлăх çук чухне кăна ятарлă вырăнта каçмалла. Çуран утакансен йăнăшĕ те нумай чухне инкек патне çитернине асра тытмалла. Çуран çỹрекен кĕтмен çĕртен çул çине сиксе тухсан чылай чухне водитель те хăвăрт тавçăрса илеймест, инкек пулать. Çул çинче çуран тата транспортпа çỹрекенсем! Асăрхануллă, тимлĕ пулăр, пĕр-пĕрне хисеплĕр! Хăвăр пурнăçăрпа сывлăхăра упрăр!
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"