АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхпа - куçа-куçăн

18 декабря 2015 г.

 Юнкунхи Пĕрлехи информаци кунĕнче районти кашни ял тăрăхне информаци ушкăнĕсем çитсе ял çыннисемпе, ĕç коллективĕсемпе тĕл пулчĕç. Район пуçлăхĕ Александр Степанов ертсе пыракан ушкăн, вăл йышра Чăваш Республикин Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов, райадминистрацин архив ĕçĕсен секторĕн заведующийĕ Елена Тверскова Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пулчĕç, ял тăрăхĕн администрацийĕнче, культура, вĕрентỹ сферисенче ĕçлекенсемпе тĕл пулса Пĕрлехи информаци кунĕнчи темăсене уçса пачĕç. Вĕсенчен пĕри контрафактлă эрехпе çынсем наркăмăшланса вилни пирки пулчĕ.

Çак тема çинче те, ытти ыйтусем çинчи пекех, Валерий Павлов тĕплĕ чарăнса тăчĕ, ял çыннисене палламан çынсенчен, алăран эрех туянма кирлĕ маррине, уявсем çитнĕ май уйрăмах асăрхануллă пулмаллине аса илтерчĕ. Хальхи вăхăтра алкоголь продукцине патшалăх тĕрĕслевĕ витĕр кăларас тĕллевпе лавккасенче ятарлă ЕГАИС программа вырнаçтарнине пĕлтерчĕ. Район пуçлăхĕ Александр Юрьевич районти экономикăпа социаллă лару-тăрупа кĕскен паллаштарчĕ. Кив Атикасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем информушкăна çул-йĕр, çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатассипе çыхăннă ыйтусем пачĕç. Вĕсем тỹрремĕнех ял тăрăхне пырса тивеççĕ. Çавăнпа та хуравĕсене те Кив Атикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Юрий Чертов пачĕ.

Информаци ушкăнĕ Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрне те çитрĕ. Чи малтанах "Березка" ресторан умĕ "çаралса" юлни сисĕнчĕ. Сăлтавне райпо председателĕ Алескандр Степанов тỹрех уçăмлатрĕ. Нумай çул кунта сарăлса, кашни çулах Çĕнĕ çул умĕн капăр тум тăхăнса ларнă чăрăша нумаях пулмасть район çыннисене уявра савăнмашкăн Çĕнĕ центрта лартма панă. Палăртатăп, тỹлевсĕрех. Халĕ елка районти Культура çурчĕ умĕнче тĕрлĕ çутăпа ялкăшса ларать. Кивĕ центрта аякранах курăнакан капмар, икĕ хутлă çурт та çĕнĕ сĕм кĕртет. Информаци ушкăнĕ унта та çитрĕ, ача сачĕн строительствипе интересленчĕ, объектра пурнăçланакан ĕçсене тишкерчĕ.

А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика