АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕрлехи информаци кунĕнче

18 декабря 2015 г.

Декабрĕн 15-мĕшĕнче районта Пĕрлехи информаци кунĕ иртрĕ. Пирĕн района Чăваш Республикин Тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина ертсе пыракан информаци ушкăнĕ килсе çитрĕ. Информаци кунĕнче тишкернĕ темăсене тĕплĕнрех уçăмлатма шăпах унран ыйтрăм. Татьяна МИНИНА, информаци ушкăнĕн ертỹçи, ЧР тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ:

РФ Президенчĕ В.Путин Федераци Пухăвне 2016 çул валли янă Çыру

- Нумаях пулмасть Раççей Президенчĕ Владимир Путин Федераци Пухăвне 2016 çул валли тĕп задачăсене палăртса Çырупа тухрĕ, унпа пур коллектив та паллашрĕ. Çĕршыв ер-тỹçи палăртнă ĕçсене, çул-йĕре халăх тĕрĕс йышăнать, мĕншĕн те-сен Президент хăйĕн Çырăвĕнче пурне те пырса тивекен, хумхантаракан ыйтусене тишкерчĕ. Уйрăмах вăл терроризма çине тăрса кĕрешмеллине палăртрĕ. Çавăн пекех социаллă пĕлтерĕшлĕ ыйтусем çинче те чарăнса тăчĕ, çитес çул суйлав пуласси пирки те каларĕ. Президент Çырăвĕ пурне те малалла ĕçлеме çул кăтартса пырать.

Пахалăхсăр алкогольпе спиртлă продукци сарассине пỹлесси

- Юлашки вăхăтра çĕршывра, çав шутра пирĕн республикăра та, пахалăхсăр алкогольпе наркăмăшланса вилнĕ тĕслĕхсем пулчĕç. Чылайăшĕ элитлă алкоголь тесе йỹнĕ, суя спиртлă продукци туянса шар курать. Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарнă май республикăра пурăнакансене алкоголь туяннă чух асăрхануллă, тимлĕрех пулма чĕнсе калас килет. Иккĕлентерекен продукци ан туянăр, алкоголе алăран илме ан васкăр. Йỹнĕ эрех сывлăхшăн сиенлĕ пулма пултарнине ан манăр.

Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсенчи тата хĕллехи тапхăрти пушар хăрушсăрлăхĕ

- Çĕнĕ çулпа Раштав уявĕсене хатĕрленнĕ май пурте эпир кил-çурта капăрлататпăр, тĕрлĕ гирляндăсемпе илемлетме тăрăшатпăр. Илемлĕ пулни вăл, паллах, питĕ лайăх, анчах та тимлĕ пулмасан уяв инкеке çаврăнасси те инçе мар. Çавăнпа та пушар таврашĕ ан тухтăр тесен асăрханулăх пирки пĕр самантлăха та манар мар, электропралуксене мĕнле тиев лекнине сăнасах тăрар, пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнар. Инкек таврашĕ пирĕн кăмăла ан пăстăр, Çĕнĕ çул уявĕ лайăххипе кăна асра юлтăр.

А.ОРИНОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика