18 декабря 2015 г.
Район прокуратури сентябрь уйăхĕнче уйрăм предпринимательсем пассажирсене турттарнă чухне саккуна пăхăннине тĕрĕслерĕ, вĕсен ĕçĕнче çитменлĕхсем тупса палăртрĕ. Тĕрĕслев çакна кăтартрĕ: пассажирсене турттаракан А.Ярабаев Федераллă налук службин районсем хушшинчи 6-мĕш номерлĕ инспекцийĕнче уйрăм предприниматель пек регистрациленнĕ. Ăна автомобиль транспорчĕпе пассажирсене турт-тарма лицензи панă. Асăннă гражданинăн лицензи условийĕсене, саккун ыйтнисене, куçса çỹренĕ чухне хăрушсăрлăхпа тивĕçтермелли ĕçсене йĕркелемелле тата пурнăçламалла пулнă. Уйрăм предприниматель РФ Транспорт министерствин хушăвĕ ыйтнисене пурнăçламан, И.Ярабаев водителĕн ĕç вăхăтне учета тăратман, унăн ĕç тата кану режимне пăснă. Çавăн пекех вăл уйăхсерен ШĔМ-ĕн территорири органĕсемпе Çул-йĕр çинчи инкексем пирки тĕрĕслев ĕçне йĕркелемен (Çул-йĕр çинчи транспорт инкекĕн учет журналĕ пулман); водительсем çул-йĕр правилисене пăсни пирки Çулçỹрев хăрушсăрлăхĕн патшалăх инспекцийĕпе пĕрле тĕрĕслев ĕçне туса ирттермен (Çул-йĕр правилисене пăснин учет журналĕ пулман). Унсăр пуçне А.Ярабаевăн водительсене панă çул листисем çинче те çитменлĕхсем пулнă: уйрăм предприниматель регистрациленнĕ почта адресне туллин кăтартман, пассажирсене турттараканăн ятне çырман, çул листисем çинчи тĕп пайĕнче уйрăм предпринимателĕн пичетне е штампне лартман. Асăннă çитменлĕхсем ун тĕлĕшпе административлă ĕç (РФ КоАП-ĕн 14.1 статйин 3-мĕш пайĕпе) уçма сăлтав пачĕç. Чăваш Республикин Арбитражлă сучĕн йышăнăвĕпе ăна 3000 тенкĕ штраф тỹлемелле турĕç.
В.ШОРКИН, район прокурорĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"