23 декабря 2015 г.
Улталаймăн, чееленни хакла ларма пултарать Малашне парăма татасси çине алă сулакансене явап тыттарасси çирĕпленет. Раççей Президенчĕ Владимир Путин ноябрь уйăхĕн 28-мĕшĕнче суд приставĕсене парăмçăсене транспортпа çỹремешкĕн чарма ирĕк паракан саккуна алă пусса çирĕплетнĕ. Кунта сăмах автомобиль пирки кăна пымасть. Вăхăтлăха, парăма татиччен, çынна сывлăш, юханшыв, тинĕс транспортне тытса пыма та чараççĕ.
Федераци саккунĕ 2016 çулхи январĕн 15-мĕшĕнче вăя кĕрет. Саккун Чăваш Енри 3-4 пине яхăн çынна пырса тивме пултарать. Çак шутра алимент, административлă штрафсене тỹлемесĕр 10 пин ытла тенкĕлĕх парăма кĕнисем. Парăмçăна укçа тỹлеме пилĕк кун параççĕ. Тỹлемесен улттăмĕш кунне приставсем патне чĕнеççĕ. Руль умне ларма чарнине пĕл-терекен хута алăран тыттармалла. Хăй ирĕкĕпе приставсем патне пыманнисене вăйпа илсе килĕç. Техникăпа çỹреме ирĕк паракан удостоверени водитель аллинчех юлать. Анчах унăн парăма татиччен руль умне ларма ирĕк çук. "Улталаймăн, чееленни хакла ларма пултарать", - палăртать республикăри ШĔМ-ĕн ÇÇХПИ управленийĕн пуçлăхĕ Владимир Романов. Мĕншĕн тесен пристав йышăну копине çул-йĕр хăрушсăрлăх органĕсене ярса парать. Çапла майпа инспекторсем парăмлă çынсене ятран пĕлсе тăрĕç.
Саккунпа шỹтлеме хăтланнисене тата та çирĕпрех явап кĕтет: водитель удостоверенине çулталăклăх туртса илĕç. Хальхинче - чăнласах. Федераци саккунĕнче çавăн пекех вăхăтлăх чару пырса тивмен ушкăнсене та палăртнă. Транспорт парăмлă çыннăн укçа-тенкĕ ĕçлесе илмелли пĕртен-пĕр хатĕрĕ-тĕк, водитель хăй сусăр пулсан е çын машинăпа пĕрремĕш, иккĕмĕш ушкăнри инвалида е сусăр ачана лартса çỹреме усă курсан, парăм виçи 10 пинрен иртмесен саккун руль тытма чармашкăн ирĕк памасть. Приставсем саккунри улшăнусем çынсене парăма вăхăтра татма, административлă айăплава пурнăçлассин тухăçлăхне ỹстерме пулăшасса шаннине палăртаççĕ.
А.СЕМЕНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"