23 декабря 2015 г.
Иртнĕ эрнере Кив Атикасси ял тăрăхне кĕрекен Яманкасси ялĕнче пурăнакан Раисăпа Василий Сахаровсем çемье чăмăртанăранпа 55 çул çитнĕ май саламсем йышăннă. Мăшăр икĕ хĕрпе икĕ ывăл çуратса пурнăç çулĕ çине кăларнă. Халĕ виçĕ ачи аякра çемйисемпе пурăнать. 80 çултан иртнĕ ашшĕпе амăшне Олег ывăлĕ пăхать. Раиса Васильевнăпа Василий Михайлович ĕмĕрĕсене колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Кил хуçи ялти ăста столяр пулнă. Халĕ сывлăхĕ хавшанăранпа тухса çỹреймест. Çавăнпа Кив Атикассинчи Культура çурчĕ çумĕнчи "Шупуç" фольклор ушкăнĕ мăшăра килне кайса илемлĕ юрăсемпе савăнтарнă.
Пантьăк ял тăрăхĕнче пурăнакан Надежда Григорь-евнăпа Николай Дмитриевич Порфирьевсен те декабрь уйăхĕнче пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа 55 çул çитнĕ. Мăшăр вăй питти чух колхоз ĕçĕнчен пĕр кун та юлман. Çав хушăрах виçĕ ывăлпа пĕр хĕр ỹстерсе çын тунă. Хальхи вăхăтра Порфирьевсем ачисемпе, мăнукĕ-семпе, кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнаççĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"