23 декабря 2015 г.
Декабрĕн 17-мĕшĕнче Тралькасси ял тăрăхĕнче вырнаçнă "Нива" ЯХПК-ра "Ялхуçалăхĕнчи выльăх- чĕрлĕхĕн гинекологи чир-чĕрĕпе çыхăннă профилактика мероприятийĕсем" темăпа семинар иртнĕ. Семинара "Коминтерн", "Нива", "Свобода", "Авангард" хуçалăхсен зооветспециалисчĕсем, патшалăх ветеринари службин, район администрацийĕн ялхуçалăх пайĕн специалисчĕ-сем, "Чувашское" УАО-н представителĕсем пухăннă. Асăннă обществăн ветеринари врачĕ Дмитрий Казаков выльăх-чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешмелли профилактика мероприятийĕсем çинчен, Леонид Решетников зоотехник ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентересси пирки каласа панă. Семинар Хăмарккари сĕт ферминче пулнă практика занятийĕпе вĕçленнĕ.
А.ЗАМУТКИНА .
Источник: "Пирěн пурнăç"