23 декабря 2015 г.
Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса килеççĕ. Пурин те çак уявсене илемлĕ, капăр, асра юлмалла ирттерес килет. Фейерверксене, петардăсене тата ытти пиротехника изделийĕсене халĕ çăмăллăнах туянма пулать. Анчах çак çутăсене туянакансем хăйсен аллинче хăрушлăх кăларса тăратакан, аркатакан пысăк вăй пулнине манаççĕ. Статистика пĕлтернĕ тăрăх, Çĕнĕ çул уявĕ тата ун хыççăнхи каникул кунĕсенче "васкавлă пулăшу" службин вăйлатнă режимпа ĕçлеме тивет. Чылай чухне çак тапхăрта фейерверксене, петардăсене тата ракетăсене пула суранланасси, пиçсе каясси ỹсет. Унтан çак кунсенче наркăмăшланасси, шăнасси, куçа шампански пăккипе амантасси тата ытти те анлă тĕл пулать. Пĕлтĕрхи çĕнĕ çул каçĕнче республикăри медицина учрежденийĕсене пиротехника изделийĕ-сене пула инкек тỹснĕ 21 çынна çитернĕ, вĕсенчен улттăшĕ - ачасем. Виçĕ эрне хушшинче вара Чăваш Енре пиротехникăна пула 42 çын асап курнă, вĕсенчен çуррийĕ - ачасем. Çапларах сурансем пулнă: куçа, пуç çинчи çемçе тĕртĕмсене амантни, ал лаппине ыраттарни, ăна тата пỹрнесене татса илни. Специалистсем сурансен шучĕ ỹснине хăрушсăрлăх техникине пăхăнманнипе çыхăнтараççĕ.
Астăвăр, "салютсем" илемлĕ кăна мар, вĕсем хăрушă та. Ырă мар, инкеклĕ лару-тăрăва çакланас мар тесен çакна асра тытмалла: петардăсемпе фейерверксене пиротехника сутма ирĕк пур лавккасенче кăна туянмалла; тавара илнĕ чух ăна хăçан кăларнине, унăн усă курмалли срокне, упаковкине пăхмалла; хатĕр-сене вĕçтериччен инструкцие (вăл вырăсла та пулмалла) вуламалла, ăна пăхăнмалла. Салют ямалли вырăна малтанах суйламалла. Вăл тỹрĕ, йывăçсем, электричество пралукĕсем тата ытти чăрмавсем çук вырăнта пулмалла. Çил хăвăртлăхĕ çеккунтра 5 метртан ытла пулсан пиротехникăпа усă курма юрамасть. Фейерверка куракансем еннелле тытма кирлĕ мар, ăна çирĕп вырнаçтармалла. Салютсене нимĕнле майпа та алăран кăларса яма юрамасть. Унсăр пуçне çĕнĕ çулхи каç шампански пăккипе аманма, куçсăр тăрса юлма пулать. Çавăнпа та кĕленчене уçнă чух хăрушсăрлăх техникине пăхăнмалла. Шампански кĕленчине сылтăм алăра кăшт айккинелле тайăлтарса тытмалла, унăн çỹлти вĕçне сулахай алăпа тĕкмелле. Сулахай алăна алшăллипе чĕркеме пулать. Кĕленче тутине çынсем тата çуртасем еннелле тытма юрамасть. Ăна уçас умĕн силлеме кирлĕ мар.
Е.ЕГОРОВА, медицина профилактикин врачĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"