23 декабря 2015 г.
2016 çул - Вут-кăварлă Упăте çулĕ. Ăна кĕтсе илес тесе эпир хваттерсене, çуртсене, пỹлĕмсене капăрлататпăр, уявра мĕнле çи-пуç тăхăнмалли пирки вара пуç вататпăр. Суйланă çи-пуç çулталăк Хуçине килĕшме кирлĕ-çке. Упăте - ырă кăмăллă чĕрчун, сирĕн суйлавпа килĕшме те пултарать. Вăл нумай япала çине пỹрне витĕр пăхать. Анчах та тунсăхланине, салхулăха чăтма пултараймасть.
УПĂТЕ "вут-кăварлă" тĕссене кăмăллать. Сире çак тĕссем килĕ-шеççĕ пулсан "чĕнекен" хĕрлĕ кĕпе туянăр. Упăте сире коралл, мерчен тĕслине тăхăнсан та асăрхать. Çи-пуç тĕсне вут-çулăм çине пăхса суйлăр. Вăл мĕн тĕслĕ? Хĕрлĕ, хĕрлĕ сарă, сарă, кăвак, симĕс - çак тĕссем пурте çулăмра "пурăнаççĕ". Вĕсем çи-пуçра кăна мар, эрешсенче те пулма пултараççĕ. Кашни зодиак паллин çак кун мĕн тăхăнмалла-ха?
СУРĂХСЕН пурçăн çи-пуç тăхăнмалла. Вĕсен романтикăллă натури уявра чăн-чăн пусмапа капăрлатнă кĕпепе тухсан илемĕпе тĕлĕнтеретех. Анчах та тумра хĕрлĕ тĕс пулмалла. Çапла тусан Упăте ыйтнине тивĕçтеретĕрех.
ВĂКĂРСЕН аксессуарсем çине акцент тумалла. Çак Çĕнĕ çул валли чи лайăх вариант - çĕрĕ евĕр пысăк хăлха çакки. Çапла тусан арçынсем сирĕн çинчен куç илмĕç, Упăте вара çулталăкĕпех ăнăçу парнелĕ.
ЙĔКĔРЕШСЕН çĕнĕ тумтир çумне мăшăрлă япала туянмалла. Тĕслĕхрен, пилĕк çинче çирĕплетнĕ иккĕллĕ пиçиххи. Аксессуар тĕсĕ - хĕрлĕ. Çавăн пекех Йĕкĕрешсем икĕ алă çине те пĕр пек сулă тăхăнма пултараççĕ.
РАКСЕН маска туянмаллах. Çĕнĕ çул каçĕнче пĕр-пĕр усал ĕç пулса иртме пултарать. Çавăнпа та тарăхнине, савăннине кăтартас мар тесен пите маска тăхăнмалла. Пынă хăнасен çакна курма юрамасть.
АРĂСЛАНСЕМ пуçа корона тăхăнма пултараççĕ. Эсир патша-çке. Сире хирĕç никам та каймĕ. Пуçа тăхăннă диадема Упăтене те уявра хуçа кам пулнине кăтартĕ. ХĔРСЕН хитре кĕпе тăхăнмалла. Романтикăллă тата çемçе сăн суйламалла. Вăркăшакан вăрăм юбка, экзотикăлла пиртен çĕленĕ пысăк тутăр туянăр.
ТАРАСАСЕН мамăк тирлĕ тум (мех) тăхăнма юрать. Çăлтăрсем те çапла тума сĕнеççĕ. Енчен те уяв ирттермелли пỹлĕмре шăрăх пулсан аксессуарсем çинче те пулин мамăк тир пулмалла. СКОРПИОНСЕН йăлтăртатакан кĕпе тăхăнмалла. Кĕпе çинче сарлака уçă вырăнсем (декольте) пулмалла. Кĕске юбка тăхăнсан та лайăх.
УХĂÇĂСЕН хăтлă çи-пуç тăхăнмалла. Вĕсен çак кун хăйсене килти тапочка тăхăнса çỹренĕ пек туймалла. Йывăр фасонлисене суйлама кирлĕ мар. Ун çинче ытлашши нимĕн те пулмалла мар.
ТУ КАЧАКИСЕН çăмăл пиртен çĕленĕ брюки тăхăнмалла. Гаремри еркĕн хĕрарăмăн пекки пулсан лайăх. Сирĕн Упăтере хỹтĕлес туйăма çуратмалла. Урана кĕлĕсĕр пушмак илемлетĕ.
ШЫВТĂКАНСЕН Упăтене юрас тесен самаях тăрăшма тивет. Йăлтăртатакан кĕпе тăхăнсан вăл сире асăрхатех. Тĕслĕхрен, çăт тăракан кĕске кĕпепе те илĕртме пулать. Ун çийĕн кăшт çутă яракан кардиган уртса ямалла.
ПУЛĂСЕН пуçа шлепкепе е коронăпа, е ытти капăр япаласемпе хитрелетмелле. Çавăнпа та прическăна малтанах шутласа хурăр. Пуç çинче хĕрлĕ тĕс пулмалла.
А.ВАСЮКОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"