25 декабря 2015 г.
Ĕнер, декабрĕн 24-мĕшĕнче, район Пухăвĕн депутачĕсен черетлĕ ларăвĕ иртрĕ. Ларура депутатсем 9 ыйтăва пăхса тухса тивĕçлĕ йышăну турĕç. Ыйтусенчен пĕлтерĕшлĕреххи район администрацийĕн пуçлăхне çирĕплетесси пулчĕ.
Район администрацийĕн пуçлăхне палăртас енĕпе тимлекен комисси 20 кун хушши конкурса хутшăнма кăмăл тăвакансен заявленийĕсене йышăнчĕ. Конкурса пурĕ тăватă кандидат хутшăннă. Асăннă конкурса ĕнер 9 сехет хыççăн пĕтĕмлетрĕç, район Пухăвĕн депутачĕсен ларăвĕ вара 11 сехетре пуçланчĕ.
Депутатсен ларăвĕнче район администрацийĕн пуçлăхне палăртас енĕпе ĕçленĕ комиссин пĕтĕмлетĕвĕпе конкурс председателĕ Т.Д.Минина паллаштарчĕ. Конкурс пĕтĕмлетĕвĕпе комисси Александр Викторович Башкиров çĕнтернине палăртрĕ.
Вулакана аса илтеретпĕр, А.Башкиров унччен те, 2011 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 2015 çулхи ноябрĕн 26-мĕшĕччен, район администрацийĕн пуçлăхĕнче тăрăшрĕ.
Унтан район пуçлăхĕ А.Степанов район администрацийĕн пуçлăхĕпе А.В.Башкировпа район Пухăвĕн депутачĕсен полномочийĕ пĕтиччен тăсăлакан контракта алă пусрĕç. Юлашкинчен район администрацийĕн пуçлăхĕ А.В.Башкиров республика ертỹлĕхне, депутатсемпе конкурс комиссине çак яваплă тивĕçе тепĕр хут йышăнма хăйне шаннăшăн тав турĕ.
А.ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"