25 декабря 2015 г.
Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравĕ çитиччен ултă уйăх кăна юлчĕ. Çак пысăк ĕçе тивĕçлĕ шайра ирттерес тĕллевпе районта та хатĕрленỹ ĕçĕсем пыраççĕ. 2016 çулхи çырав вăхăтĕнче çырав объекчĕсене туллин çавăрса илес тĕлĕшпе çырав районированине ирттернĕ.
Мĕне пĕлтерет-ха районировани тени? Ку вăл кашни муниципаллă тытăмăн тер-риторине шутлав тата инструкторсен участокĕсем çине пайланине пĕлтерет. Шутлав участокĕсене районти ял тăрăхĕсен пур объектне те çырав валли кĕртеççĕ, çавăн пекех переписчиксем респондентсенчен ыйтса пĕлмелли сведенисем пухаççĕ. Унтан шутлав участокĕсем инструкторсен участокĕсене, ку участоксем вара пĕрлехи район шайне пĕрлешеççĕ. Участоксем çине пайланине кура объектсем тăрăх сведенисем пухма миçе çын кирли тата вĕсене вĕрентессипе, куçса çỹрессипе, участоксене çырав ирттермелли хатĕрсем илсе çитерессипе çыхăннă ĕçĕсене йĕркелесси паллă пулать.
Муниципаллă тытăмăн территорине шутлав тата инструкторсен участокĕсем çине пайлас ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе пирĕн районта 4 инструктор тата 22 çыравçă ĕçлĕ. Çырав-çăсене, саккунпа килĕшỹллĕн 65 календарлă куна (июнĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа августăн 22-мĕшĕччен), инструкторсене 87 календарлă куна (июнĕн 9-мĕшĕнчен пуçласа сентябрĕн 3-мĕшĕччен) ĕçе илеççĕ. Шутласа пăхнă тăрăх, районти пĕр çыравçă пуçне 461 объект, пĕр инструктор пуçне 6 шутлав участокĕ лекет.
Чувашстат.
Источник: "Пирěн пурнăç"