25 декабря 2015 г.
Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсем çывхарса килнĕ май Чулхула чугун çулĕн полигонĕнче хулаçум пуйăсĕсем çỹремелли йĕркене улшăнусем кĕртнĕ. Çулçỹреве тухакансене пĕлме: 2015 çулхи декабрĕн 29,30-мĕшĕсенче пуйăссем эрнекунхи ĕç кунĕнчи расписанипе çỹреççĕ; 2015 çулхи декабрĕн 31-мĕшĕнче, январĕн 1,2,3,4,5, 6,7,8,9-мĕшĕсенче - шăматкунхи канмалли кун расписанийĕпе; 2016 çулхи январĕн 10-мĕшĕнче - вырсарникунхи канмалли кун расписанийĕпе; 2016 çулхи январĕн 11-мĕшĕнче - тунтикунхи ĕç кунĕнчи расписанипе.
Источник: "Пирěн пурнăç"