30 декабря 2015 г.
Çулталăк савăнăçлă та ырă пулăмсемпе вĕçленни питĕ кăмăллă. Кĕтмен çĕртен ăнăçу "йăл кулчĕ" пулсан пушшех те. Виçĕмкун редакцине мультиварка выляса илнĕ Трапайри Галина Храмова килчĕ. Лотерея çĕнтерỹçи хăйĕн савăнăçне пытармарĕ: - Мультиварка тухнине пĕлсен ĕненессĕм килмерĕ. Хаçата темиçе хут та тытса пăхрăм... - кула-кула калаçрĕ вăл.
Сăмах май, Галина Егоровна хăй вăхăтĕнче район хаçатне сарассишĕн нумай тăрăшнă, 30 çул ытла (1966-2002 çулсенче) Атнарти почта уйрăмĕн начальникĕнче ĕçленĕ. Район хаçатне те вăл 1960 çултанпах çырăнса илет, паянхи кун та юратса вулать.
Галина Егоровна Хурапыр хĕрĕ пулнă. Трапай каччине, Василий Ивановича, качча тухнă, мăшăр пĕр хĕр çуратса ỹстернĕ. Шел пулин те, Галина Егоровна икĕ çул каялла мăшăрĕсĕр тăрса юлнă. Василий Иванович хăй вăхăтĕнче Хĕрлĕ Чутайра, Трапайра киномеханикра ĕçленĕ, чире пула унăн кун-çулĕ вăхăтсăр татăлнă. Галина Егоровна халĕ пĕчченех пурăнать. Ĕçлеме юратакан хĕрарăм тунсăха выльăх- чĕрлĕхпе, кил-тĕрешĕнчи ĕçпе пусарать. Пушă вăхăт тупăнсанах аллине алĕç тытать: çыхать, тĕрлет... Кашни эрнере тенĕ пекех хĕрĕпе кĕрĕвне, мăнукне чăтăмсăррăн хăнана кĕтет. Вĕсенче вăл пурнăç тĕшшине, илемне курать. А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"