30 декабря 2015 г.
Нумаях пулмасть районта, республикăра Литература çулталăкне пĕтĕмлетрĕç, унпа пĕрлех Константин Иванов çулталăкне те. Çак çула халалласа Чăваш Енре чылай мероприяти иртрĕ, вĕсенчен пĕри - К.В.Иванова тата унăн пултарулăхне халалланă регионсем хушшинчи илемлĕ произведенисен конкурсĕ. Ку конкурса 40 çула çитмен писательсем, поэтсем, ахаль çыравçăсем, хăй тĕллĕн çыракан авторсем, авторсен коллективĕсем хутшăнма пултарнăччĕ. Конкурса иртнĕ кунсенче пĕтĕмлетрĕç. Палăртма кăмăллă, çĕнтерỹçĕсен йышĕнче Ачкассинче çуралса ỹснĕ, халĕ Шупашкарта ĕçлекен Александр Егоров, вăл виççĕмĕш степеньлĕ Диплома тата сертификата (укçан премие) тивĕçнĕ.
37 çулхи Александр Егоров хăй вăхăтĕнче (2000 çулта) Чăваш патшалăх университетĕнчи журналистика факультетне пĕтернĕ. Студент чух вăл "Хыпар" хаçатра кăна мар, пирĕн райхаçтра та 2-3 хутчен практикăра пулнăччĕ. Журналистăн малашнехи кун-çулĕпе ĕç-хĕлĕ мĕнле йĕркеленнине пĕлес тесе çак кунсенче хăйĕнпе çыхăнма шутларăмăр. Çакна тума пире Чăваш Республикин официаллă сайтĕнче тухнă сăнỹкерчĕк хĕтĕртрĕ, унта Саша Республика Пуçлăхĕпе Михаил Игнатьевпа юнашар тăрать. Калаçуран çак паллă пулчĕ. Саша журналист çулĕпе кайман иккен, пĕрле вĕренсе тухнисем те çĕршывĕпех саланнă, тĕрлĕ ĕçре вăй хураççĕ. Анчах туслă çыхăнăва çухатмаççĕ.
15 çул ĕнтĕ Саша сĕтел-пукан производствинче тăрăшать. Тĕрĕсрех каласан, уйрăм предприниматель ĕç-хĕлне йĕркелесе янă. Ку ĕçе те вăл хăйне май "пултарулăх лаççи" тесе шутлать, мĕншĕн тесен дизайнерпа проект ĕçĕсене те хăех пурнăçлать. Кăткăс та йывăр ĕçе ятарлă çĕрте те вĕренмен, пурнăç ăна хăй вĕрентнĕ. Чунра вара литература туртăмĕ пуррине пытармасть Саша. Чăваш литературине вăл Е.М.Григорьева вĕрентекен тăрăшнипе тăваттăмĕш класранах юратма пуçланă, каярахпа Надежда Алексеевна Волкова вĕрентекен чăваш чĕлхипе тата литература тĕнчипе паллаштарнă. Çавăнтанпах Александр Егоров чăваш кĕнекисене юратсах вулать. Уйрăмах ăна Ю.Скворцовăн, А.Артемьевăн тарăн шухăшлă произведенийĕсем килĕшеççĕ. Сайра-хутра хайлавсем çырать, тĕрлĕ конкурссенче тупăшать.
Сăмах май, Сашăн мăшăрĕ шкулта ачасене малтанах чăваш чĕлхипе литературине вĕрентнĕ, халĕ Тăван ен культурипе паллаштарать. Çавна май вĕсен сỹтсе явмалли темăсем, интерессем те туллиех. Саша хăйĕн хĕрпĕрчине те чăваш чĕлхине юратма, хисеплеме вĕрентет. "Хĕрĕмпе тăтăшах чăваш чĕлхи кунĕсем ирттеретĕп", - тет вăл.
- Кăçал Раççейре Литература, республикăра Константин Иванов çулталăкĕсем пулнă май ЧР Культура министерстви конкурс пирки пĕлтерсен интересленсе кайрăм. Чăваш халăх поэчĕн К.Ивановăн пурнăçĕпе, пултарулăхĕпе туллинрех паллашма тăрăшрăм. Пĕрле вĕреннĕ юлташсемпе конкурса хутшăнма тĕв турăмăр. Чăваш патшалăх академи театрне аслă поэтăмăрăн пурнăçĕ çинчен спектакль кайса курни пушшех хавхалантарса ячĕ, унччен пĕлменнине нумай пĕлтĕм. Вара çавăн пек конкурса хутшăнмашкăн "Ивановпа калаçни" калав çуралчĕ. Унта сăмах студентсем поэтăн чунне чĕнсе илсе калаçни, хăйсене кăсăклантаракан ыйтусен хуравĕсене пĕлни çинчен пырать. Тĕрĕссипе, çĕнтерỹçĕсен йышне кĕретĕп тесе те шутламан. Мĕншĕн тесен регионсенче, республикăмăрта чаплă çыравçăсем сахал мар. Тен, конкурса вăйлисем сахал хутшăннă, пĕлместĕп. Анчах виççĕмĕш вырăна мана пачĕç. Пĕр курсра вĕреннĕ туспа вара тавлашса хайлав çырни сая каймарĕ. Вăл, Александр Михайлов, иккĕмĕш вырăн йышăнчĕ, - шухăшне пайларĕ пирĕнпе ентеш.
Александр Егоров, студент пулнăранпа вăхăт нумай иртрĕ пулин те, хăйĕн тепĕр юратнă ĕçне те пăрахман иккен. Шкул ачи чухнех мечĕк хăвалама кăмăллаканскер халĕ те республикăри "Волга-ТАВ" футбол клубĕнче вылять. 2006 çулта вăл республикăри чи лайăх бомбардир ята тивĕçнĕ, 2007 çулта вĕсен команди чемпион пулнă. Пултаруллă çыравçă, футболист, сĕтел-пукан тăвакан Александр Иванович Егоров пур çĕре те ĕлкĕрет. Тăрăшни унăн сая каймастех. Çăмăлах мар пурнăçра çухалса кайман, хăйĕн çулне тупнă ентешĕмĕрĕн малашне те пултарулăхĕ çăлкуç пекех тапса тăтăрччĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"