АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пиротехникăпа асăрхануллă пулмалла

30 декабря 2015 г.

 Çĕнĕ çул уявĕсем çывхарса килеççĕ. Пурин те çак уявсене илемлĕ, капăр, асра юлмалла ирттерес килет. Фейерверксене, петардăсене тата ытти пиротехника изделийĕсене халĕ çăмăллăнах туянма пулать. Анчах çак çутăсене туянакансем хăйсен аллинче хăрушлăх кăларса тăратакан, аркатакан пысăк вăй пулнине манаççĕ. Пиротехникăна пасарта мар, ятарлă лавккасенче туянма сĕнес килет. Иккĕленỹ çуратакан хатĕрсене туянмасан татах та аванрах. Тавар туяннă чух сутуçăран пиротехникăн тулли инструкцине ыйтăр. Енчен те сирĕн кун пек япаласемпе усă курас опыт сахал пулсан, ансатраххине туянăр. Фейерверксене ăшă паракан ха- тĕрсенчен аяккарах, типĕ, ачасем çитеймен вырăнсенче упрăр. Çĕнĕ çул салютне кăларса ярас ĕç питĕ яваплă, çавăнпа ăна тума сăпайлă, урă çынна шанăр. Салют ямалли вырăна малтанах суйламалла. Вăл тỹрĕ, йывăçсем, электричество пралукĕсем тата ытти чăрмавсем çук вырăнта пулмалла. Çывăхра типĕ çулçăсем, ытти çунма пултаракан япаласем ан выртчăр. Çутăсем ямалли вырăн кил-çуртран 50 метр аяккарах пулма тивĕç. Анчах та, нумай чухне, вĕсене балкон çинченех кăларса яраççĕ. Тепĕр чухне ракетăсем чỹречерен вĕçсе кĕнипе пушар тухни те пулкалать. Е кантăкран, балконран пăхса тăракан çынсем те инкеке лекеççĕ. Пиротехника хатĕрĕсене вĕç-термелли вырăн куракансенчен 15-20 метр аякра вырнаçмалла, çыннисен çил вĕрнĕ енче тăмалла. Вăйлă çилсенче хушă тата ытларах пулмалла. Ракетăсене алăран кăларса яма юрамасть, вĕсене тỹрĕ е 10-15 градус чухлĕ тайăлтарса лартмалла. Ракетăсем йывăç стабилизаторпа пĕрле сывлăша вĕçсе хăпараççĕ, ăна час-часах çĕре чавса лартса йăнăш тăваççĕ, скотчпа явалаççĕ тата ытти те. Ун пек стабилизаторлă ракетăсене пăрăха е бутылкăна ирĕклĕ хываççĕ, унтан хăйăва чĕртсе яраççĕ. Чылай ракетăна пăкăлаççĕ, кăларса яриччен ăна уçас пулать. Хăйăва чĕртсе яриччен çунакан япаласем хăш тĕлтен вирхĕнсе тухнине пĕлес пулать. Фейерверка нихăçан та куракансем патнелле ан тытăр. Вĕçтерсе янă чух пироиздели çаврăнса ỹкесрен, çĕр çине тайăласран асăрхăр. Нумайăшĕ вĕсенчен сиккелесе е çаврăнса илме пултарать. Енчен те ракета вĕçсе тухмарĕ е сирпĕнмесĕрех ỹкрĕ пулсан, ун патне ан чупăр. Мĕн сăлтав пулнине пĕлес тесе алла илме, ăш чиккине пăхма ан васкăр. Пиротехникăпа усă курнă хыççăн çунса пĕтекен пайсене лайăх сỹнтерме ан манăр.

А.ЯРАБАЕВ, пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика