АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасем асамлă уявсенче савăнаççĕ

30 декабря 2015 г.

Çĕнĕ çул çывхарса килнĕ май пур çĕрте те ачасем валли тĕрлĕ мероприяти иртет. - Çак кунсенче Етĕрнере Хĕрлĕ Чутай тата Етĕрне районĕсенчи 117 шкул ачи Çĕнĕ çул елкинче ташласа-юрласа савăннă. Çак уяв "Едина Россия" партин регионти уйрăмĕн секретарĕ Николай Малов пулăшнипе пулнă. - Ĕнер вара районти Культура çуртĕнче ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ, Чăвашпотребсоюз председателĕ Валерий Павлов тăрăшнипе сахал тупăшлă тата нумай ачаллă çемьесенчи ачасем ыркăмăллăх елкинче пулнă. Малтан вĕсем юмах курнă, унтан капăр чăрăш тавра тăрса савăннă. Уявра ачасене район пуçлăхĕ Александр Степанов тата райадминистраци пуçлăхĕ Александр Башкиров саламланă. Çĕнĕ çул уявĕсене хутшăннă пур ача та пылак парнесене тивĕçнĕ. - Пылак парне тенĕрен, вăл уяв вăхăтĕнче пурне те - ача çурчĕсенче, нумай ачаллă, сахал тупăшлă çемьесенче ỹсекенсене - çиттĕр тесе Чăвашпотребсоюз тата "Единая Россия" парти "Ачасене - шăккалат" акци йĕркеленĕ. Суту-илỹ точкисенче ятарлă контейнерсем вырнаçтарнă, унта хуть те кам та шăккалат яма пултарнă. Акци вăхăтĕнче пурĕ 10 пин ытла шăккалат пухăннă, вĕсене ыранччен ачасене валеçсе парĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика