АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕнчех мунча çунчĕ

13 января 2016 г.

2015 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи январĕн 7-мĕшĕччен республика территорийĕнче 26 пушар пулнă, çакă иртнĕ çулхи çак вăхăтрипе танлаштарсан 23,8 процент ытларах. Вут-кăварта виçĕ çыннăн пурнăçĕ татăлнă, тăватă çын суранланнă. Районта вара кăçалхи январĕн 7-мĕшĕ тĕлне икĕ пушар тухнă, пĕр çын суранланнă. Иртнĕ çул ку вăхăтра пĕр пушар кăна пулнă. Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунхине, 21 сехет те 11 минутра, 33-мĕш пушар хурал чаçне Калкассинче пушар тухни пирки шăнкăравласа пĕлтернĕ. Пушар хурал ĕçченĕсем вут-çулăма 21 сехет те 25 минутра сỹнтерсе пĕтернĕ. Пушарта мунча çивиттийĕ, мачча каштисем, шал енĕ çуннă. Мунча кăмаки хĕрсе кайни тата хутнă мунчана пăхса тăманни инкек патне илсе çитернĕ. Январĕн 2-мĕшĕнче, 01 сехет те 17 минутра, Питĕркасси ялĕнче пушар тухнă. Вут-çулăма пула пурăнмалли кирпĕч çурт, гараж, автомобиль, пурлăх çунса кайнă. "Хĕрлĕ автан" кỹршĕсен енне те сиксе ỹкнĕ: çурт çивиттийĕ, пỹрт ăш-чикки сиенленнĕ.

Хисеплĕ район çыннисем! Вутăн алли вăрăм теççĕ. Çавăнпа сире тепĕр хут пушар хăрушсăрлăх правилисене пăхăнма сĕнетпĕр. Электричество, газ тата вутăпа хутса ăшăтмалли кăмакасене пысăк тимлĕх уйăрма, вĕсен ĕçĕнче кăлтăксем асăрхасанах специалистсене чĕнме ыйтатпăр.

С.СОРОКИН, районти пушар асăрхав пайĕн начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика