АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » 90 çул тултарнă

13 января 2016 г.

Иртнĕ çул эпир çулталăкĕпех 90 çул тултарнă ентешĕмĕрсене РФ Президенчĕн саламне тивĕçнĕ ятпа саламлама тăрăшрăмăр. Акă Çĕнĕ çулăн пĕрремĕш кунĕсенче Туктамăш ялĕнче пурăнакан Матрена Ермолаевна Будкина та 90 çул тултарнă. Матрена Ермолаевна Кỹпешре çуралса ỹснĕ. 1949 çулта Туктамăш ял каччипе Петр Никифорович Будкинпа çемье çавăрнă. М.Будкина ĕмĕрне ялти колхозра ĕçлесе ирттернĕ. Вăрçă вăхăтĕнче вара весовщицăра вăй хунă. Петр Никифорович вăрçă ветеранĕ пулнă, Туктамăшри шкулта чылай çул ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Шел те, 1995 çулта вăл çĕре кĕнĕ. Будкинсем виçĕ хĕр çуратса ỹстернĕ. Вĕсем пурте бухгалтер профессине суйласа илнĕ. Валя хĕрĕ колхозра нумай çул ĕçленĕ, тăван ялтах тĕпленнĕ вăл. Çывăхра пурăннă май амăшне пăхсах, пулăшсах тăрать. Ольга та хальхи вăхăтра çемйипе Хĕрлĕ Чутайрах пурăнать, вăл та амăшне пăрахмасть, яла кайсах çỹрет. Ирина ятлă хĕрĕ вара Ижевск хулинче пурăнать. Матрена Ермолаевна паян мăнукĕсемпе тата кĕçĕн мăнукĕсемпе савăнса пурăнать. Вĕсем пурри, çỹресех тăни, пулăшма манманни малалла пурăнма вăй-хăват парса тăрать те кинемее.

Н.МИДАКОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика