15 января 2016 г.
Хальхи вăхăтра шкул ачисен Пĕтĕм Раççейри олимпиадăн республикăри тапхăрĕ пырать, вăл февралĕн 9-мĕшĕччен тăсăлĕ. Унта район шайĕнчи олимпиадăра пысăк балл пухнă 9-11-мĕш классенче вĕренекенсем хутшăнма пултараççĕ. Район чысне тĕп хуламăрта 17 шкул ачи хỹтĕлĕ. Вĕсем: ОБЖ предмечĕпе Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Станислав Михопаркин тата 9-мĕш класра вĕренекен Андрей Терентьев (преподавателĕ - Эдуард Васильевич Романов), МХК-па 9-мĕш класри Елена Гурьяновапа 11-мĕш класри Ангелина Абакумова (преподавателĕ - Ирина Евгеньевна Захарова), биологипе 11-мĕш класри Анна Родионова (преподавателĕ - Елена Николаевна Орлова), физкультурăпа 11-мĕш класри Татьяна Полозина, Кристина Егорова, 10-мĕш класри Юрий Дмитриев, Иван Пименов, Константин Секайкин (преподавателĕ _ Эдуард Васильевич Романов), Çĕн Атикасси шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Анастасия Семеновапа 11-мĕш класри Роксана Хромова (преподавателĕ - Светлана Николаевна Петрейкина), обществознанипе Мăн Этмен шкулĕнчи 11-мĕш класри Карина Селянкина (преподавателĕ - Владимир Владимирович Кабардаев), вырăс чĕлхипе Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 9-мĕш класри Елена Гурьяновапа (преподавателĕ - Елена Андреевна Емельянова) 10-мĕш класри Роман Карпов (преподавателĕ - Валентина Андреевна Кудряшова), вырăс литературипе Çĕн Атикасси шкулĕнчи 10-мĕш класра вĕренекен Ольга Ордикова (преподавателĕ - Ираида Леони-довна Евсеева), Мăн Этмен шкулĕнчи 11-мĕш класри Карина Селянкина (преподавателĕ _ Вера Владимировна Альгешкина), Хĕрлĕ Чутай шкулĕнчи 11-мĕш класри Татьяна Полозина (преподавателĕ _ Галина Юрьевна Селянкина), чăваш чĕлхипе Питĕркасси шкулĕнче 9-мĕш класра вĕренекен Анжелика Огоньковапа (преподавателĕ - Людмила Валентиновна Жукова) Атнар шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Наталья Ухлейкина (преподавателĕ - Людмила Александровна Ешмейкина).
Республика шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнакансене пурне те ăнăçу сунатпăр!
Источник: "Пирěн пурнăç"