АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Следстви комитетне - 5 çул

15 января 2016 г.

Паян РФ Следстви комитечĕ 5 çул тултарать Ăна 2010 çулхи декабрĕн 28-мĕшĕнчи "Раççей Федерацийĕн Следстви комитечĕ çинчен" федераллă саккунпа килĕшỹллĕн туса хучĕç. Унăн функцийĕсене Хĕрлĕ Чутай, Элĕк, Муркаш, Етĕрне районĕсенче пурнăçа кĕртме Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕ йĕркеленчĕ. Паян асăннă следстви пайĕнче 8-ăн ĕçлеççĕ: ертỹçĕ, унăн çумĕ, 4 следователь, 1 следователь-криминалист тата следователе пулă-шаканĕ. Пĕтĕмпе иртнĕ çул следстви пайне 625 преступлени çинчен пĕлтерчĕç, 135-шĕ пирки уголовлă ĕç пуçартăмăр, вĕсенчен 21-шĕ - Хĕрлĕ Чутай районĕнчен. Следовательсем палăртнă тăрăх, тăватă районта пĕтĕмĕшле 3 млн та 492 пин тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ, Хĕрлĕ Чутай районĕнче - 1 млн та 96 пин тенкĕлĕх. Пĕлтĕр тăватă районта вĕлернĕ тата вĕлерессипе çыхăннă 7 преступление регистрацилерĕмĕр, ку енĕпе Хĕрлĕ Чутай районĕнче 3 преступлени пулнă. Хальхи йышши тĕрлĕ криминалистика техникипе усă курса иртнĕ çулсенчи преступленисене уçса паратпăр. Сăмахран, 2013 çулта 2005 çулта тунă преступление çиеле кăлартăмăр: Çĕнĕ Шупашкартан Хĕрлĕ Чутай районне 27 çулхи ывăлĕ ашшĕ патне килсе çухалнă. 8 çул хушши тупайман çамрăка. Следователь-криминалист тăрăшулăхне тата çĕнĕ техникăна пула çамрăкăн виллине ашшĕн хуçалăхĕнчи вутă сарайĕн-че, çĕр айĕнче, тупрăмăр, пусмăрласа вĕлерни паллă пулчĕ. Николай ЯКОВЛЕВ, РФ Следстви комитечĕн республикăри управленийĕн Етĕрнери районсем хушшинчи следстви пайĕн ертỹçи.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика