АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пĕтĕмпех çемьерен пуçланать, уява кĕтме пĕлесси те…

15 января 2016 г.

Акă чи юратнă уяв та, Çĕн çул уявĕ, иртсе кайрĕ. Ăна нумайăшĕ хăйĕн çывăх çыннисемпе кĕтсе илчĕ пулĕ. Ашшĕ-амăшĕ, ачисем çĕнĕ çула пĕрле, çĕнĕ те çутă ĕмĕтсемпе кĕтсе илнине нимĕн те çитмест пурнăçра. Çемьере çеç эпир тĕрев куратпăр, хамăра шанчăклă туятпăр. Çĕн çул уявне кил-йышпа пĕрле хатĕрленсе, сăпайлă уявлани вара çемьене, унăн ырă йăлисене çирĕпрех тума пулăшать кăна.

Халĕ иртнĕ кунсене аса илетĕп те, Çĕнĕ çул умĕн ялсем, урамсем мĕнле улшăнса илемленни куç умне тухса тăрать. Уяв мĕнле пуласси, кăмăла çĕклесси хамăртан килет. Çак шухăш халĕ те кашнинчех капăрлатнă кил-çуртсем умĕпе иртсе çỹренĕ чух пуçа килет. Уява ватти-вĕтти - пурте кĕтеççĕ, пĕр-пĕр асамлă тĕлĕнтермĕш ĕç-пуç пуласса ĕненеççĕ. Акă Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Раиса Китован пỹрт умĕнчи чăрăшĕ, чỹречисем кашни çулах декабрь уйăхĕнчен пуçласа Кивĕ çĕнĕ çулчченех ирĕн-каçăн тĕрлĕ çутăсемпе йăлтăртатса ларнине сăнатăп. Çак пулăм тепĕр хут пире пурнăçа юратма, пире, çамрăксене, ĕçпе те, кăмăлпа та хастартарах пулма чĕнсе каланăн туйăнать. Паян нумай çамрăк мăшăрланмасăр, ĕçлемесĕр, ĕçкĕпе аташса пурăнать, вĕсем хушшинче уява тивĕçлĕ хатĕрленсе кĕтсе илме мар, паян эрнери хăш кун пулнине те чухламаççĕ. Çав хушăрах ĕмĕрĕсене ĕçпе ирттернĕ тивĕçлĕ канурисем, çичĕ е сакăр теçетке урлă каçнисем, уява ача пек чи çутă та ырă туйăмпа кĕтме пĕлни, ял сăнне илем кỹме тăрăшни вара пурне те савăнтарать.

Районти хăш-пĕр çемьесенче кил-çурта тĕрлĕ теттесемпе, çутăсемпе капăрлатасси, кил умĕнче юр кĕлеткесем, Юр Пикепе Хĕл Мучие, çулталăк символне ăсталасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ. Уйрăмах çакăн пек тĕслĕхсене килĕштерсе, пĕр-пĕрне хисеплесе пурăнакан çемьесем кăтартаççĕ. Ун пек хастарсем кашни ял тăрăхĕнчех пур. Хĕрлĕ Чутай салинчи Натальăпа Юрий Аливанкинсен, Галинăпа Александр Эзенкинсен, Ишеккассинчи Оксанăпа Сергей Орловсен, Надеждăпа Владимир Орловсен, Светланăпа Александр Швешкеевсен, Маргаритăпа Николай Ереминсен, Светланăпа Федор Карповсен, Галинăпа Николай Волковсен, Тумликассинчи Ольгăпа Николай Швешкеевсен, Розăпа Валентин Кудюковсен, Ачкассинчи Еленăпа Олег Патьяновсен, Олесьăпа Андрей Спиридоновсен, Ларисăпа Александр Ивановсен, Серенкассинчи Татьянăпа Алексей Мокровсен, Калкассинчи Еленăпа Сергей Матвеевсен, Любăпа Юрий Матвеевсен, Алевтинăпа Алек-сандр Алексеевсен, Трапайри Ванюковсен, Атнарти Князевсен, Сĕнтĕкçырминчи Ольгăпа Николай Пономаревсен, Зинаидăпа Владимир Пономаревсен, Хусанушкăнчи Еленăпа Григорий Алежейкинсен, Галинăпа Михаил Балковскисен, Риммăпа Илья Семеновсен, Пĕрремĕш Хурашашри Луизăпа Игорь Вашуркинсен, Тихăнушкăнчи Людмилăпа Геннадий Ярдуванкинсен çемйисене ырăпа асăнас килет. Кун пек хастарсем ытти ял тăрăхĕсенче те пур-ха, анчах пурне те асăнса пĕтерме çук, уншăн ан пăшăрханăр ĕнтĕ. Хăвăр пултарулăхпа палăрас тесен малашне активлăрах пулма сĕнес килет. Пĕр-пĕр ĕçе тума пĕлни çителĕксĕр, ăна халăха кăтартма, ун патне çитерме те пĕлмелле.

Ку, паллах, Çĕнĕ çул уявне кăна пырса тивмест. Кирек мĕнле уява йĕркелесе ирттересси те çынран хăйĕнчен килет. Ырă тĕслĕх кăтартасси вара тĕпрен илсен çемьерен килет. Çемье вăл - пуçламăшĕсен пуçламăшĕ, йăх-несĕлсен йăли-йĕркине упраканĕ. Çакна пирĕн манас марччĕ.

А.ДМИТРИЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика