15 января 2016 г.
Каникул вăхăтĕнче ача çурчĕсем вăхăтлăха пушанса юлаççĕ. Акă кăçал республикăри ача çурчĕсенчи пĕр ушкăн Ялтăри "Артек" ача-пăча центрĕнче, тепĕр ушкăн "Золотой колос" лагерьте каннă. Ыттисем вара каникул вăхăтне "Çĕнĕ çула _ "çĕнĕ" çемьере" акципе килĕшỹллĕн харпăр хăй тăван-пĕлĕшĕ патĕнче е "çĕнĕ" çемьесенче ирттернĕ.
Сăмах май, çак акци пирĕн республикăра 2015 çулхи ноябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа 2016 çулхи январĕн 15-мĕшĕччен пынă. Ăна йĕркелекенĕсем - ЧР Вĕренỹпе çамрăксен политикин министерствипе Чăваш Енри çемьсене пăхса тăракан ассоциаци тата хулапа район администрацийĕсем. Министерство каникул вăхăтĕнче ачасене çемьене йышăнма ыйтнине уйрăмах Йĕпреç, Красноармейски, Пăрачкав районĕсем, Шупашкар, Çĕнĕ Шупашкар, Çĕмĕрле хулисем хапăл туса пурнăçланă.
Пирĕн районти çемьесем те ырă йăларан аякра юлман иккен. Район администрацийĕн опекăпа попечительство секторĕнчен пĕлтернĕ тăрăх, ашшĕ-амăш хỹтлĕхĕсĕр юлнă виçĕ ача районти икĕ çемьере каннă. Акă Уйпуçĕнчи Светлана Валерьевна Тарасова Çĕмĕрлери шкул-интернатран пĕр ачана, Серенкассинчи Алевтина Викторовна Ярылкина Пăрачкавран икĕ ачана хăйсен çемйисене вăхăтлăх йышăннă, вĕсемпе пĕрле Çĕнĕ çула кĕтсе илнĕ, каникул тăршшĕпех кил-йыш ăшшине парнеленĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"