20 января 2016 г.
Январĕн 18-мĕшĕнче Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюз Кана-шĕн председателĕпе, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕпе Валерий Павловпа тĕл пулнă. Ĕçлĕ тĕлпулура Михаил Игнатьев Чăвашпотребсоюз продукцийĕ пахалăхлă тата экологи енчен таса пулнине, туянакансен шанăçне кĕнине палăртнă. Валерий Павлов 2015 çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе паллаштарнă май республикăри потребительсен обществисен пĕтĕмĕшле ĕç-хĕл калăпăшĕ 11 миллиард та 100 пин тенкĕпе, суту-илỹпе обществăлла апатлану çаврăнăшĕ 8 миллиард тенкĕпе танлашнине, 1,1 миллиард тенкĕлĕх тавар туса кăларнине пĕлтернĕ. Чăвашпотребсоюз председателĕ çĕнĕ объектсем хута яни çинче те чарăнса тăнă. Иртнĕ çул кăна материаллă никĕсе аталантарма 200 миллион тенкĕ хывнă, вĕр çĕнĕ 12 объект уçнă. Лавккасене пысăк хуласенче кăна мар, пĕчĕк ялсенче уçнине те палăртнă. Республикăри 1300 лавккаран 300-шĕ шăпах ял çыннисем ыйтнипе ялсенче хута кайнă иккен. А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"