20 января 2016 г.
2015 çулхи ноябрĕн 14-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан 52 çулхи арçын салари пĕр гражданин патĕнче хăнара пулнă, кил хуçи çывăрса кайнипе усă курса кĕпе-йĕм çакмалли шкапран хура куртка, пукан çинче çакăнса тăракан куртка кĕсйинчен "Самсунг" маркăллă телефон тата 5 000 тенкĕ укçа вăрланă, пĕтĕмĕшле 9 100 тенкĕлĕх тăкак кỹнĕ. Асăннă фактпа районти полици уйрăмĕ 52 çулхи арçын тĕлĕшпе РФ УК-ан 158 статйин 2-мĕш пайĕн "в" пункчĕпе уголовлă ĕç уçрĕ. Çак арçын вăрланăшăн суд тенкелĕ çинче пĕрре мар ларнине шута илсе ăна хупма йышăннă. Саккунпа килĕшỹллĕн, ют пурлăха вăрланăшăн 200 пин тенкĕ таран (е 18 уйăхри ĕç укçин виçи чухлĕ) штраф параççĕ е 480 сехет таран обязательнăй, е 2 çул таран юсанмалли ĕçсенче вăй хуртараççĕ, е 5 çул таран ирĕксĕр хăвараççĕ, е 5 çул таран ирĕксĕр ĕçлеттереççĕ тата 1 çул таран ирĕксĕр хăварма пултараççĕ. Статья çумĕнчи асăрхаттарупа килĕшỹллĕн гражданинăн тăкакне унăн пурлăхне пăхса палăртаççĕ. Анчах та вăл 2 500 тенкĕрен пĕчĕкрех пулма кирлĕ мар.
Д.САВИНКИНА, район прокурорĕн пулăшуçи.
Источник: "Пирěн пурнăç"