22 января 2016 г.
Çапла калаççĕ Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче 11-мĕш класра вĕренекен Артем Романов пирки юлташĕсем. Ку сăмахсем чăнлăхпа килĕшсе тăраççех, çакăн пек пахалăхсемпе палăрса тăнăранах Артем кăçал Республика Пуçлăхĕн стипендиачĕн ятне тивĕçнĕ пулĕ.
Артем Романова чи малтанах пурте Хĕрлĕ Чутай шкулĕн салтак çулне çитмен çамрăкĕ-сен командирĕ пулнипе пĕлеççĕ. 2014 тата 2015 çулсенче Артем ертсе пынă команда республика шайĕнчи Спартакиадăна хутшăнса çĕнтерỹçĕ ятне тивĕçрĕ. Хамăр тăрăхра палăрнăскерсем, хĕрлĕчутайсем çав çулсенчех тăван шкул, район тата Чăваш Республикин чысне хỹтĕлеме Раççей шайĕнчи Спартакиадăна хутшăнчĕç, çĕршыври чи лайăх пилĕк команда шутне кĕме пултарчĕç.
Артем ертсе пыракан командăн çĕршыв шайĕнчи кăтартăвĕсем япăх мар пулнă, çав хушăрах командирăн хăйĕн кăтартăвĕсем те курăмлă. Республика шайĕнчи Спартакиадăра вăл пневматикăллă винтовкăран персе 1-мĕш вырăна тухнă, Раççей шайĕнчи Спартакиадăра турник çинче туртăнса - 2-мĕш вырăна (390 яш хушшинче).
Çарпа ĕçлевлĕх спорт тĕсĕсемпе тĕплĕн тата çине тăрса хатĕрленнĕренех Артем пĕлтĕр шкул командин йышĕнче пĕчĕк калибрлă винтовкăран перекенсен республикăри ăмăртăвĕнче 130 ача хушшинче 1-мĕш вырăна тухнă. Пĕлтĕрех шкул команди çуллахи полиатлон енĕпе Чăваш Республикин чемпионатне тата первенствине хутшăннă. Çак ăмăртусенче Артем çуллахи полиатлонпа пĕрремĕш спорт разрядне пурнăçланă.
Мĕнре-ха çакăн пек çитĕнỹсен вăрттăнлăхĕ? "Çарпа ĕçлевлĕх спорт тĕсĕсемпе эпĕ атте, Эдуард Васильевич Романов, ертсе пынипе хатĕрленсе пыратăп. Вăл манăн тренер пулнă май мана тăтăшах, çине тăрса хатĕр-ленме пулăшса пырать", - тет Артем.
Хăйĕн малашлăхне Артем Романов çар пурнăçĕ-пе çыхăнтарасшăн. Унăн çакна валли пĕтĕмпех пур темелле, ахальтен мар пулĕ салтак çулне çитмен çамрăксен командирĕ пирки лайăх сăмахсем кăна илтме пулать. "Артем командирăн çак пахалăхĕсемпе палăрса тăрать: вăл хастар та хăюллă, мĕн тумаллине пĕтĕмпех пурнăçлать, ăнсăртран йăнăшсем пулсан вĕсене вăхăтра тỹрлетме тăрăшать, - тет хăйĕн командирĕ пирки Хĕрлĕ Чутай шкулĕнче вĕренекен Стас Михопаркин. - Вăл пур ĕçе те çирĕп пĕлсе тăвать, çакă ăна пăтăрмахлă, йывăр лару-тăрура хастарлăхпа, çирĕплĕхпе палăрма пулăшать. Чыслăх, ырă та тỹрĕ кăмăл, хăй çине яваплăх илме хăраманни, взвода ума лартнă тĕллевсене пурнăçлама йĕркелеме пултарни - çак пахалăхсем Артемăн пурте пур".
Çак сăмахсем çумне хушса тата çакна палăртса хăвармалла пулĕ: Артем вĕренỹре те аван ĕлкĕрсе пырать, тĕрлĕ шайри олимпиадăсене, конкурссене, интеллектуаллă вăйăсене хутшăнма ĕлкĕрет. Тĕслĕх-рен, вăл икĕ хутчен "Золотое руно" конкурсра Раççей шайĕнче 1-мĕш вырăна тухма пултарнă.
Шкулăн обществăлла пурнăçне те активлă хутшăнать Артем. Бассейна ишме çỹреме те вăхăт тупать, ишесси унăн юратнă спорт тĕсĕ пулнине пытармасть. "Пушă вăхăта мĕнле ирттеретĕн?" - кăсăклантăм эпĕ. "Экзаменсене хатĕрленетĕп", - пулчĕ хурав.
Кăçал шкулпа сывпуллашса пурнăçăн анлă çулĕ çине тухма хатĕрленекен çамрăкшăн халĕ малта яваплă тапхăр. Патшалăх экзаменĕсене ăнăçлă тытмалла, унтан малалла вĕренме кĕрессишĕн ăшталанмалла. Кăçал Республика Пуçлăхĕн стипендине тивĕçни уншăн пысăк пĕлтерĕшлĕ пулнине палăртакан Артем Романовăн пултарулăхĕ малашне те ан чактăр, çитĕнĕвĕсем те тата курăмлăрах пулччăр.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"