22 января 2016 г.
Январĕн 20-мĕшĕнче Чăваш наци конгресĕн районти уйрăмĕн членĕсем пĕрле пухăнса калаçрĕç, иртнĕ çулхи ĕçсене пĕтĕмлетрĕç тата кăçал тумалли ĕçсене палăртрĕç. Пухăва Юлия Мареева ертсе пычĕ. ЧНК-н районти уйрăмĕ тăрăшнипе пĕлтĕр чылай мероприяти иртрĕ, вĕсен шутĕнче - "Чутай Нарспийĕ", "Чи пултаруллă асанне". Асăннă конкурссене куракансем хапăл тусах йышăнчĕç.
Кăçал та ЧНК хастарĕсем чылай ĕç тума палăртаççĕ, çав шутра "Чутай пики" тата "Чи пултаруллă хăтапа тăхлачă" конкурссем йĕркелесе ирттересшĕн. Туса ирттерекен пур ĕçе те кăçалхи Ĕç çыннин çулталăкне, Кино çулталăкне халалласшăн, унпа пĕрлех чăвашлăха упраса хăварассишĕн тăрăшасшăн. Çак тĕллевпех ача садне çỹрекенсем тата шкулта вĕренекенсем хушшинче ятарлă конкурс ирттересшĕн, ăна Чăваш чĕлхин кунĕ тĕлне пурнăçлама палăртнă. Пухăннисем çапла пĕтĕмлетỹ турĕç: хуть те мĕнле ĕçе те районти тĕрлĕ организацисем, вĕренỹ, культура, спорт учрежденийĕсем пĕрле çыхăнса ĕçлесен тин тухăçлăн пурнăçа кĕртме пулать, малашне çакна тĕпе хурса ĕçлесе пымалла.
А.КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"