АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çынна пулăшни каялла таврăнать

22 января 2016 г.

Çынна ырă туни каялла виçĕ хут хушăнса таврăнать, тетчĕç пирĕн асаттесем. Кăçалхи январь уйăхĕнче ытти çулхисенчен юр нумай çурĕ. Кил картинче юр чылай пухăнса тăчĕ. Кỹршĕсем Саша Крышкинпа Алеша Мухаров хăйсен ирĕкĕпе чĕнмесĕрех икĕ хутчен кил хушшинчен юр кăларса, тасатса пачĕç, пире, ватăсене, пулăшса савăнтарчĕç. Çамрăк чухнехи пурнăçа аса илтерчĕç. Уйрăмах Утаркассинче пурăннă Илларион Михайлович Немцев халăхшăн ырă ĕçсем тунисем çинчен каланисем манăн асăмра. Вăл Сăр юханшыв хĕррине пуртăсăр кайман, çул çинче пĕчĕк кĕперсем тунă, çуркунне çĕр пиçсе çитнине сăнанă, хăçан мĕн акмаллине ял çыннисене вĕрентнĕ. Николай Николаевич Сыромятников учитель вăрманти улмуççисене тут-лă улмуççисен папкисемпе сыпнă. Вăрмана кайнă çынсем тутлă панулми çисе тĕлĕннĕ, анчах ку камăн ырă ĕçĕ пулнине пурте пĕлеймен. Шкулсенче Тимур командисем йĕркеленĕ чухне пĕччен пурăнакан ватă çынсене пулăшни çинчен ырă ĕçсен дневникĕ çине çырса пыраттăмăр. Чăвашсем мĕн авалтанах хăйсен ĕçченлĕхĕпе, пĕр-пĕрне пулăшас енĕпе палăрса тăнă. Нимесем тунине эпĕ те астăватăп. Харпăр хăй лашисемпе вăрмантан е пĕренесем, е вутă кỹр-се пулăшатчĕç. Ырă тунă çынсене халăх манмасть, вĕсен ячĕсене ырăпа асăнать. Çамрăксене манăн халăхшăн усăллă ĕç тума чĕнсе калас килет.

Иван ВАЗЯКОВ, ĕç ветеранĕ, Мишеркасси ялĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика