22 января 2016 г.
Татьяна пултарулăх сукмакне ялтах такăрлатать Ял çынни тĕлĕнтермĕш техникăпа - компьютерпа, Интернетпа - чылай çул каялла çывăх туслашрĕ пулин те ырă та пархатарлă ĕçсем пуçарса, хавхалантарса тăракан йышпа явăçмасăр хăйне пушăлăх тĕнчине лекнĕн темĕн çитмен пек туять. Пултарулăх коллективне (халăх театрне, драма крожокне, ансамбле, ытти те) е спорт секцине çỹресен чун уçăлать, савăнăçпа тулать. "Çăкăр-тăварпа çеç тутă пулаймăн", - тенĕ ваттисем. Çынна чун çимĕçĕ те кирлĕ.
Хальхи вăхăтра уй-хирте тата ферма-комплексра вăй хуракансем çеç мар, тĕрлĕ професси çыннисем пĕр килти пек килĕш-терсе пурăнаççĕ, пĕр-пĕрин пурнăçне илемлетеççĕ-пуянлатаççĕ. Медицинăпа культурăра, ытти сферăра пултаруллă çамрăксем пурри тантăшĕсене ялта тытăнса тăма пулăшать, пурнăç сукмакне пĕрле такăрлатма хистет, ĕçре вăй-хал хушать.
Хĕрлĕ Чутайри "Хастар" физкультурăпа спорт комплексĕнче аэробика секцине ертсе пыракан Татьяна Сергеевапа тĕл пулса калаçсан çапларах шухăшсем тĕвĕленчĕç. Ача ỹснĕçемĕн мĕнле профессие кăмăлласси пĕчĕклех палăрать. Унран чăн-чăн профессионал пултăр, киленсе ĕçлесе телей туптăр тесен пултарулăхне çитĕннисен вăхăтра асăрхамалла, çунат сарма пулăшса-хавхалантарса пымалла.
Татьяна юрлас, ташлас енĕпе тантăшĕ-сем хушшинче пĕчĕклех палăрнă. Шкула çỹреме пуçласан ăсталăхĕпе юлташĕсене час-часах савăнтарнă. Талант хĕлхемĕ пуррине амăшĕ Ольга Александровна асăрханă, паллах, пултарулăхĕ хăйĕнчен куçнине ăнланса илнĕ. Çавăнпа хĕрачана май пур таран пулăшма ăнтăлнă.
Мал ĕмĕтлĕ хĕр 9-мĕш класа питĕ лайăх паллăсемпе пĕтерсен малалла ăçта вĕренесси пирки амăшĕпе канашланă.
- Шупашкарти культура училищине каяс кăмăл пур-ха, - хăйĕн шухăшне çывăх çыннине пĕлтернĕ Татьяна. - Тем тумалла?
Пурнăç каçалăкĕ умĕнчи тĕрлĕ çултан пĕрне тĕрĕсех палăртма ăнтăлни савăнтарнă çеç культура çуртĕнче вăй хуракан Ольга Александровнăна. Хĕрĕн сăмахне вăл ырласа йышăннă. Т.Сергееван иккĕленỹллĕ шухăшĕ сирĕлнĕ, училищĕре "Социаллă культура ĕçĕпе халăх пултарулăхĕ" специальноçпа 4 çул ăс пухнă хыççăн хореограф пулса тăнă. Пĕрле вĕреннисенчен пĕрисем Шупашкарта юлнă, теприсем ытти хулана çул тытнă. Татьяна вара тăван тăрăха таврăннă. Çын ăçта çуралнă, çавăнтах кирлĕ пулнă теççĕ вĕт. Автомашинăна ăста тытса пынипе, компьютера лайăх пĕлнипе çынна халĕ тĕлĕнтереймĕн. Ялти çамрăк специалистăн пысăк культурăллă, тĕрлĕ енлĕ аталаннă çын пулмалла, чуна пахалакан ырă енсемпе палăрса тăмалла.
- Эпĕ тăван районшăн усăллă çын пуласшăн. Тăвансем кунтах пурăнаççĕ. Анне те, кукамай та Атнарта хăтлăх тупнă. Мана çуралнă ен питĕ килĕшет, - тет сăпайлăн чипер хĕр. Унпа калаçма çăмăл, чĕрере ырă.
Пĕр вăхăт Культура çуртĕнче ĕçленĕ вăл. Уявсене ертсе пынă чухне ентешĕсем унăн чун илемне, пысăк ăсталăхне асăрханă. Туй, çуралнă кун каçне ирттерме чĕннĕ. Турткалашман вăл - килĕшнĕ.
Ял çынни çу кунĕсенче тĕп ĕçрен пушансан пахчана тухать, çĕр çинче чакаланать. Татьяна Сергеева та, амăшĕпе кукамăшне мĕн пĕчĕкрен пулăшса ỹснĕскер, хушма хуçалăхра тĕрлĕ ĕçпе киленме, чечек, пахча çимĕç çитĕнтерме кăмăллать. Август уйăхĕн вĕçнелле çут тĕнчене килнĕрен те пулĕ, ку вăхăт уншăн ытарми илемлĕ. Кĕре чăн-чăн сăрă ăсти евĕр ылтăнлакан çутçанталăкра вăрманта е паркра çулçă кавирĕ тăрăх чăштăртатса утма кам хапăл пулмĕ?
Т.Сергеева ĕçленĕ вăхăтрах аслă пĕлỹ илнĕ, менеджер пулса тăнă. ФСК-ра аэробика секцине ертсе пынă хушăрах инструктор-методист тивĕçне те пурнăçлать. Ĕç хучĕпе, компьютерпа вăхăт чылай ирттерет. Тĕрлĕ ушкăна пайланнă çынсене илемлĕ ташлама вĕрентет. Ачасем те, çамрăксем те юратса çỹреççĕ ун патне. Кĕлеткене тỹрĕ те илемлĕ тытма хăнăхаççĕ, сывлăха çирĕплетеççĕ, çитĕнỹсемпе савăнтараççĕ. Пĕлтĕр вĕсем Куславккара иртнĕ фестивальтен Хисеп хучĕпе таврăннă. Сатур хĕре шкул ачисен пултарулăх çуртне занятисем ирттерме чĕнеççĕ.
- Пур çĕре те ĕлкĕрес çук, паллах, тытнă ĕçе вара чуна парса тата тĕплĕн пурнăçлас килет. Йăмăкăмпа Наташăпа иксĕмĕре анне çапла хăнăхтарнă. Уншăн ăна тав сăмахĕ калатпăр, - тет Татьяна. - Ялсенче çамрăк специалистсем кирлех. Шел те, хулана вĕренме кайсан нумайăшĕ каялла таврăнасшăн мар.
"Хастар" ФСК ертỹçи Вячеслав Дадюков çамрăк тренер çинчен ырă сăмахсем çеç каларĕ. Кунта 9 тренер-преподаватель ĕçлет. 30 çула çитмен çамрăксенчен пĕр Татьяна çеç иккен. Паян Татьяна Сергеева районти çамрăксенчен чи активли шутланать. Ăна тĕрлĕ мероприятисенче курма пулать, вĕсенче вăл - уява ертсе пыраканĕ те, ташлаканĕ те, ыттисене хавхалантараканĕ те...
Валентин ГРИГОРЬЕВ.
Источник: "Пирěн пурнăç"