22 января 2016 г.
Хусанушкăнь ял тăрăхĕнче халăха çутта кăларас ĕç отличникне, вăрçă ветеранне Геннадий Пакрушова пĕлмен çын çук пуль. Çак кунсенче вăл 90 çул тултарнă. Геннадий Пакрушов 1926 çулта Пĕрремĕш Хурашаш ялĕнче çуралнă. Малтан Хура-шашри 7 çул вĕренмелли шкулта вĕреннĕ, унтан Штанашри вăтам шкултан вĕренсе тухнă. 1943 çулта ăна çар ретне илнĕ.
Çав вăхăта аса илсе вăл çапла каласа парть: "Ялтан пире ултă çамрăка çара ăстарĕç. Пуйăспа Вăрмара, 359-мĕш саппасри полк тăнă çĕре, илсе çитерчĕç. Уйăхран юлташсене _ Мускава, мана Шупашкара, унтан Калинин облаçне, 1944 çулхи январь уйăхĕнче фронта ячĕç". Геннадий Пакрушов 419-мĕш стрелоксен полкĕн Суворовăн тата Кутузовăн Хĕрлĕ Ялав орденĕсен 18-мĕш дивизине лекнĕ. Çак дивизи Карелин пысăк территорийĕсене тăшмантан тасатса, ирĕке кăларса пынă. Кунти ял-хула пĕр-пĕринчен пысăк çухрăмра вырнаçнăран тата шыв-шурлă, вăрманлă пулнăран тăшмана парăнтарасси, унпа çапăçасси питĕ йывăррăн пулса иртнĕ.
Геннадий Иванович каланă тăрăх, фашистсем питĕ чее пулнă, вĕсем час-часах совет салтакĕсем валли засадăсем тунă. Çапах та совет салтакĕсем хула хыççăн хула ирĕке кăларнă. "Пирĕн дивизи Лодейное поле, Петрозаводск, Олонец, Суоярви, Лаймола хулисене тата ытти нумай хулана, яла ирĕке кăларчĕ. Шел, çав хаяр çапăçусенче эпĕ хамăн çарти юлташсене çухатрăм", - аса илет вăрçă инваличĕ Геннадий Пакрушов. Вăрçă чарăнсан та Геннадий Иванович çар тивĕçне малалла пурнăçланă. Çапăçусенчи хастар-лăхшăн вăл пĕрремĕш степеньлĕ Отечественнăй вăрçă орденне, "Çапăçури паллă ĕçсемшĕн", "1941-1945 çулсенчи Тăван çĕршывăн аслă вăрçинче Герма-ние çĕнтернĕшĕн" медальсене тивĕçнĕ. 1946 çулхи ноябрĕн 10-мĕшĕнче, Польшăра, Геннадий Пакрушов, 41-мĕш танк полкĕн раз-ведчикĕ, çарăн ятарлă заданине пурнăçланă чухне йывăр аманнă. Çур çул госпитальте сипленнĕ хыççăн, 1947 çулхи март уйăхĕнче, çарпа тухтăрсен комиссийĕ Геннадий Пакрушов иккĕмĕш ушкăн инваличĕ тесе йышăннă.
Вăрçă хыççăнхи пурнăçне Геннадий Иванович педагогика ĕç-хĕлĕпе çыхăнтарнă. Хура-шашри сакăр çул вĕренмелли шкулта ачасене вырăс чĕлхипе тата литературăпа вĕрентнĕ, директорăн вĕренỹпе воспитани енĕпе ĕçлекен çумĕнче вăй хунă. Мăшăрĕпе, Антонина Иванов-нăпа, икĕ ача çуратса ỹстернĕ. Шел те, Геннадий Иванович паянхи куна мăшăрĕсĕрех пурăнать. Апла пулин те вăл пурнăçа юратса, ачисемпе, виçĕ мăнукĕпе тата икĕ кĕçĕн мăнукĕпе савăнса пурăнать. Тăванĕсем ветерана манмаççĕ, килсе пулăшсах тăраççĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"