22 января 2016 г.
2016 çулхи январь уйăхĕ Çĕнĕ Атикассинчи Ядаринкинсен кил-йышĕнче нумайлăха асра юлĕ. Мĕншĕн тесен çемье ăшшине упраса пурăнакан мăшăр, Лидия Андреевнăпа Николай Васильевич, Кăшарнире 50 çул пĕрле пурăннине уявланă. Çавна май вĕсене тăван-пĕтенĕ кăна мар, район, ял тăрăхĕн пуçлăхĕсем тата ытти сумлă çынсем ăшшăн саламланă. Çакăн пек хисепе мăшăр ахальтен тивĕçмен.
Лидипе Николай Ядаринкинсем хăйсен пĕтĕм вăй-питти пурнăçне тăван района аталантарассине халалланă.
Çемье пуçĕ Николай Васильевич агропро-мышленность комплексĕнче нумай çул вăй хунă: бригадирта, ферма заведующийĕнче, "Марксист" хуçалăх ертỹçинче тăрăшнă. Ĕçре тỹрĕ кăмăлпа тăрăшса ĕçленĕшĕн чылай наградăна тивĕçнĕ. Вăл ĕçленĕ çулсене пурте лайăхпа, ырăпа кăна аса илеççĕ.
Кил ăшшине упраканĕ, Лидия Андреевна, Шупашкарти коопераци техникумĕнче сутуçăсен курсĕнчен вĕренсе тухнăскер, сакăр çул ялти лавккара сутуçăра, 30 çула яхăн лавкка заведующийĕнче вăй хунă. Центро-союзăн, Чăвашпотребсозăн Хисеп грамотисене, "ЧАССР-ăн потребкоопераци ветеранĕ", ĕç ударникĕ паллăсене, "Ĕç ветеранĕ" хисеплĕ ята, медальсене тата ытти нумай сумлă наградăна тивĕçнĕ, ял-йышра яланах хисепре пулнă. 1977, 1985, 1987, 1995 çулсенче вăл Кив Атикасси ял Канашĕн депутачĕ пулнă.
Çур ĕмĕр - пĕрле, çав хушăра Ядаринкинсене пурнăç чылай тĕрĕслев витĕр кăларнă, туйăмсен çирĕплĕхне тĕрĕсленĕ. Пурнăç йывăрлăхĕсене пĕрле çĕнтерсе пырса мăшăр виçĕ ачана кун çути парнеленĕ, вĕсене лайăх пĕлỹ илме пулăшнă. Виççĕшĕ те паянхи кун пархатарлă профессисемпе ĕçлесе пурăнаççĕ, хĕрĕсем пĕри - тухтăр, тепри - педагог, ывăлĕ организацин ертỹçинче вăй хурать. Вĕсем çемьеллĕ пулса ашшĕ-амăшне тăватă мăнук парнеленĕ. Пурте тăван ашшĕ-амăшĕ вĕрентсе каланă сăмахсене астуса, хисеплесе пурăнаççĕ.
Кив Атикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Ю.И.Чертов:
- Лидия Андреевнăпа Николай Васильевич Ядаринкинсем - ял тăрăхĕнчи хисеплĕ çынсем. Иккĕшĕ те 1937 çулта çуралнă, çитес çул вĕсем 80 çулхи юбилейĕсене паллă тăвĕç. Ĕçлес енĕпе те, çемье хаклăхĕсене упрассипе те вĕсем ыттисемшĕн ырă тĕслĕх пулса тăраççĕ. 50 çул пĕрле килĕштерсе, юратса, килĕшỹпе ăнланура пурăнаççĕ. Ĕçсĕр пĕр кун та лараймаççĕ. Паянхи кун та Лидия Андреевнăпа Николай Васильевич сурăхсем, хурсем тата ытти йышши выльăх-чĕрлĕх тытаççĕ. "Ĕç вăл - пурнăç илемĕ" , - теççĕ.
А.ДМИТРИЕВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"