АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пуçлăхĕн комментарийĕ

27 января 2016 г.

Александр СТЕПАНОВ, район пуçлăхĕ:

- Республика Пуçлăхĕн Михаил Игнатьевăн кăçалхи Çырăвĕ районсем валли ĕçлесе пымалли тĕп документ тесе шутлатăп. Вăл паянхи пурнăçшăн пĕлтерĕшлĕ пур ыйтăва та хускатрĕ. Мана уйрăмах пахалăхлă вăрлăх ĕрчетмелли ятарлă центрсем йĕркелемелли, хамăрăн ялхуçалăх таварĕсене туса илмелли, çĕрулми тата пахча çимĕç упрамалли вырăнсем тумалли пирки калани килĕшрĕ. Ĕç çыннин çулталăкĕ пирки каланă май республика Пуçлăхĕ ĕç çыннине пулăшса тата хавхалантарса пымалли пирки каларĕ, мĕншĕн тесен шăпах ĕç çыннинчен республикăн экономика ăнăçлăхĕ килет. Пирĕн малашне тумалли ĕçсем паллă, пурин те пĕрле çыхăнса, йывăрлăхсене çĕнтерсе çанă тавăрса ĕçлемелле кăна, вара кашни çын пурнăçĕ лайăхланасса шанма пулать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика