27 января 2016 г.
Александр БАШКИРОВ, райадминистраци пуçлăхĕ:
- Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев Чăваш Патшалăх Канашне янă Çырăва эпĕ тимлесех итлерĕм. Михаил Васильевич хăйĕн Çырăвĕнче республикăн экономикине пур енлĕ тишкерчĕ, малалла аталанмалли тĕп çул-йĕре палăртрĕ, чылай кăткăс ыйтăва çĕклерĕ. Мана уйрăмах ялсенче çулсем тумалли пирки калани савăнтарчĕ. Çырура Чăваш Ен Пуçлăхĕ 2016 çулта республикăра çул-йĕр фончĕ валли 2,7 млрд тенкĕ хывнине палăртрĕ, унтан 20 проценчĕ ялсенчи çулсене тунă-юсанă çĕре кайĕ. Çавăн пекех Михаил Игнатьев ялхуçалăх продукцийĕн производствине пысăклатма, ялхуçалăх пĕлтерĕшлĕ çĕрсемпе усă курассинче йĕрке тума, тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеме кăмăл туман харпăрлăхçăсенчен, арендаторсенчен хăтăлма, муниципаллă çĕрсене тĕрĕслесе тăма, çĕр ыйтăвĕсен пĕрлехи информаци тытăмне туса хурас ыйтăва тишкерме чĕнсе каларĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"