27 января 2016 г.
2016 çулта районти авто-çулсене пăхса тăрас енĕпе çаксем яваплă:
"Резон" хупă акционерлă общество (генеральнăй директорĕ Валерий Александрович Атрохов, оперативлă дежурнăй телефон номерĕ - 8 906 132 22 03) çак çул-семшĕн яваплă: "Сура" автоçул - Березовка - Кишлĕ, "Сура" - Туканаш, Атнара пыракан çул (Атнар лесничестви), "Сура" - Черемушки, "Сура" - Шорово, "Сура" - Березовка - Кишлĕ - Хĕрлĕ Çыр, "Сура" - Трапай, "Сура" - Урикасси (Урикасси патне пыракан çул), Кишлĕ - Хĕрлĕ Çыр - Атнар - Туканаш - II Липовка, Хĕрлĕ Чутай - Питĕркасси - Вишенер, Питĕркасси - Хурапыр, Питĕркасси патне пыракан автоçул, Хĕрлĕ Чутай - Кỹпеш - Хурапыр, Хĕрлĕ Чутай - Вишенер - Пчелка, "Сура" - Пантьăк - "Туслăх" лагерь, "Сура" - Пантьăк - "Туслăх" лагерь - Утаркасси, "Сура" - Ачкасси - Шулю, "Сура" - Утаркасси - Мишеркасси, "Сура" - Утаркасси - Хирлỹкасси, "Сура" - Утаркасси - Хватукасси, "Сура" - Ачкасси - Шулю - Ваçкаçырми, Утаркасси витĕр каякан автоçул, "Сура" - Ачкасси - Шулю - I Липовка, Утаркасси - Пантьăк - Пĕчĕк Этмен - Хирлỹкасси - Пухтанкасси, Утаркасси - Пантьăк - Пĕчĕк Этмен - Хирлỹкасси - Ирчкасси, Хĕрлĕ Чутай салине пыракан çул, Хĕрлĕ Чутай - Туктамăш - Туктамăшри АТП, Хĕрлĕ Чутай - Туктамăш - Ачкасси, Хĕрлĕ Чутай - Пчелка, Ишеккасси ферми патне çити, Хĕрлĕ Чутай салинчи çулсем, "Сура" - Ишеккасси, Хĕрлĕ Чутай салин Завод урамĕнчи автоçул (пурĕ 99,473 км тăршшĕ).
"Техник" тулли мар яваплă общество (директорĕ Владимир Васильевич Спиридонов, оператив-лă дежурнăй телефон номерĕ - 8 902 240 45 95): "Сура" - Калкасси, "Сура" - Тумликасси, Уйпуçне пыракан çул, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Уйпуç - Çĕн Ирчемес, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Малиновка, Уйпуç ялĕн Тĕп урамĕ, пушар чаçĕ патне çити, "Сура" - Енкĕлт, "Сура" - Тралькасси - Хăмаркка, "Сура" - Турхан, "Сура" - Карăкçырми, "Сура" - Карăкçырми - Шуккакасси, (пурĕ 19,157 км тăршшĕ).
"ЧебДор" тулли мар яваплă общество (директорĕ Клетков Владимир Николаевич, оперативлă дежурнăй телефон номерĕ - 8 919 677 85 54): Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Штанаш - Арайкасси, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Тихăнушкăнь, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Çĕн Атикасси, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Упукушкăнь - Арайкасси, Штанаш ялĕнчи автоçул, Етĕрне - Николаевское - Çĕн Атикасси - Чурпай, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - II Хурашаш, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Кушлавăш, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Тури Çĕрпỹкасси - Анат Çĕрпỹкасси, Элĕк - Кив Атикасси - "Сура" - Вырăсушкăнь, Кив Атикасси - Штанаш - Вăрманкас, "Сура" _ Сĕнтĕкçырми (пурĕ 30,343 км тăршшĕ).
"ДПМК Шумерлинская" тулли мар яваплă общество (директорĕ Виталий Павлович Васильев, опе-ративлă дежурнăй телефон номерĕ - 8 903 064 31 87): "Сура" - Тури Магарин - Триер - Покровское - Горбатовка (пурĕ 2,15 км тăршшĕ). Яваплă çынсен транспортпа çỹрекенсене те, çуран утакансене те хăрушсăр, чăрмавсăр çулпа кал-кал тивĕçтермелле. Нихăш подрядчикăн та япăх ĕçленĕрен ял çыннисем умĕнче намăсланса пите хĕретмелле ан пултăр. Çулсене вăхăтра тата пахалăхлă тасатманшăн административлă протоколсем çырни çинчен те манас марччĕ яваплисен.
Юлашки вăхăтра редакцине районти тĕрлĕ ялсенче пурăнакансем урамсенче çулсене юртан тасатманни пирки шăнкăравласа пĕлтерни тăтăшах пулчĕ. Тунтикун ирхине ĕçе çитсессĕнех Шуккакассинчен шăнкăравларĕç: "Пирĕн яла килсе курăр-ха, çул çуккипе виççĕмĕш кун сĕт параймастпăр, каçхи урамра çутă та çук", - терĕç.
Каланă - тунă. Çийĕнчех тухса кайрăмăр редакци машинипе Тралькасси ял тăрăхне (никама та пĕлтермерĕмĕр, ял тăрăхĕн администрацине те шăнкăравламарăмăр - чăннипе мĕн пулса иртнине хамăр куçпа курса ĕненес терĕмĕр). Шуккакасси витĕр чип-чиперех тухрăмăр çăмăл машинăпа, кунта çул тĕкнине хамăр куçпа курса ĕнентĕмĕр. Шăнкăравлаканни урама тухса курман-ши? Çулне шăматкунах тасатнă иккен кунта. Карăкçырминче те, Турхан ялĕнче те урамсене тракторпа тĕксе тухнине çитсе куртăмăр. Турхансем çулне кунта çак кун кăна тĕкнине пĕлтерчĕç-ха ĕнтĕ. Унччен юр çусах тăнăран тĕкеймен пулинех...
Хисеплĕ вулакансем, енчен те сирĕн ялта çулсене юртан тасатассипе йывăрлăхсем пур пулсан, урам варрипе сукмак кăна-тăк, пирĕн пата шăнкăравласа пĕлтерĕр - пырса куратпăр, сăн ỹкерсе илетпĕр, хаçатра çырса кăтартатпăр. Сăмах май, Тралькасси ял тăрăхĕнче пулса курнă ялсенче те сăнỹкерчĕксем турăмăр, фоторепортажпа редакци сайтĕнче паллашма пулать. А.ОРИНОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"