27 января 2016 г.
2007 çултанпа сыснасен Африка чумин (САЧ) вучахĕсене тĕп тунă май 1 миллион та 150 пин ытла сыснаран хăтăлма тивнĕ! Çак тапхăрта Раççейĕн 37 субъекчĕ ку муртан пысăк шар тỹснĕ, пĕтĕмпе 803 вучаха шута илнĕ. Пĕлтĕр кăна Раççейре 84 вучах тупса палăртнă: Брянск, Владимир, Волгоград, Калуга, Курск, Мускав, Орлов, Псков, Рязань, Саратов, Смоленск, Ярославль облаçĕсенче, Краснодар крайĕнче тата Кабардин-Балкар Республикинче. Юлашки вăхăтра САЧ ют çĕршывсенче вăй илни те куçкĕрет. Сăмахран, 2015 çулта Латвире 741 вучах палăрнă, Литвара - 119, Польшăра - 53, Украинăра - 36, Эстонире - 670, Кенире - 1, Зимбабвăра - 8 тата Кабо-Вердăра - 2. Ку хуйха Чăваш Енрен сиресси ветеринари специалисчĕсен тĕп тĕллевĕ. "Хỹтĕленмелли чи шанчăклă мел вăл - мур çитме пултаракан çулсене пỹлесси", - теççĕ вĕсем. Чи пĕлтерĕшли - сысна фермисене "хупă" режимпа ĕçлеттересси.
Сысна ĕрчетекен хуçалăхсенче - çитменлĕхсем
Анчах та Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ветеринари асăрхавĕ тата контролĕ енĕпе ирттернĕ тĕрĕслевсене пĕтĕмлетсе çапла калама пулать. Нумай хуçалăхра тавралла карта тытман. Автотранспорт ураписене сиенсĕрлетмешкĕн дезбарьерсем пулман. Çаксем вара чир "çăлкуçĕсемшĕн" çул уçниех. Пĕчĕкрех предприятисенче унта та кунта ветеринарипе санитари режимне кирлĕ шайра йĕркелеменни тата ытти çитменлĕх палăрнă. Çав шутра: дезинфекци ирттерменни, биоюлашкисене утилизациленĕ чухне ветеринари-санитари правилисене пăсни, сысна ашне тата унран хатĕрленĕ продуктсене ветеринари докуменчĕсемсĕр сутлăха яни. Пĕтĕмпе вара сысна ĕрчетекен тата ашне тирпейлекен 53 хуçалăха тĕрĕсленĕ. Йĕркене пăхăнман 34 тĕслĕхе "тăрă шыв" çине кăларнă: Муркаш, Вăрмар, Комсомольски, Шупашкар, Çĕрпỹ, Элĕк, Красноармейски, Куславкка, Çĕмĕрле, Канаш, Елчĕк, Етĕрне, Хĕрлĕ Чутай, Вăрнар, Пăрачкав районĕсенчи хуçалăхсенче.
Сысна какайĕнче - сиенлĕ микроорганизмсем
САЧ-а сирес тĕллевпе çулсерен Россельхознадзор специалисчĕсем сысна какайне, унран хатĕрленĕ продукцие Хусанти ветеринари лабораторийĕнче тĕпчеттереççĕ. Ку таранччен сисчĕвлентерекен самант - САЧ-а аталантаракан геном тупни - пулман. Анчах та çакă лăпкăлăх кỹмест пачах та. Çав-çавах та лабораторире сысна какайĕн 6 тата субпродуктсен 1 пробинче КМАФАнМ текен сиенлĕ микроорганизмсем, сальмонеллăсем тупса палăртнă. Ветеринарипе санитари требованийĕсемпе килĕшсе тăман продукци кăларнă предприятисен тĕлĕшпе тепĕр хут тĕрĕслевсем йĕркелеме тивнĕ. Йĕрке тăрăх, продукцин пахалăхĕ мĕншĕн япăх пулнине уçăмлатас тĕллевпе 3 уйăх таранах лаборатори тĕпчевĕсем ирттермелле тата 10 партирен анализ илмелле. Пĕтĕмпе САЧ тата сыснасен классика чумипе чирленине палăртма 320 проба илнĕ патшалăх инспекторĕсем.
Хир сыснисен шучĕ те хăратать
Хир сыснисем пирки уйрăм калаçу. САЧ чирлĕ хир сыснисенчен те хуçалăха çăмăллăнах лекме пултарни кашниех ăнланать. Пушшех те, статистика даннăйĕсем тăрăх, федерацин Атăлçи округĕнче (ФАО) вĕсен шучĕ ỹссе пырать тесен те юрать. Раççей шайĕпе илес пулсан хир сыснисен шучĕпе ФАО - иккĕмĕш вырăнта. Хир сыснисем йышланнă май САЧ вирусĕ сарăлассин хăрушлăхĕ те ỹсет. Çавăнпа та вĕсен виллисене тупсан лабораторире ятарласа тĕпчеççĕ. Тавах Турра, пирĕн регионта ку таранччен шикленме сăлтав тупăнман. Пĕтĕмпе вара 2015 çулта Чăваш Енре хир сыснисен 20 виллине тупнă. Сунарсенче 128 хир сысни тытнă, лабораторие 148 проба ăсатнă.
Пысăк тăкаксем пуласран
Палăртмалла, республикăна инкек пырса кĕрес пулсан чире сарăлма парас мар тесе сысна виллисене васкавлăн тĕп тумашкăн 288 вырăн пăхса хунă, çунтармашкăн çунтармалли материалсене саппасра тытаççĕ. Паянхи кун чăвашра дезинфекци тумалли япаласем те çителĕклĕ. Çапах та ку амакран çăлăнасси хамăртан килнине аса илтерсех тăраççĕ ветеринари специалисчĕсем. Чăннипе, сысна вырăнне урăх выльăх усрама сĕнеççĕ вĕсем. САЧ республика экономикине чарса лартĕ, мĕншĕн тесен чир тухсанах региона выльăх тата унран хатĕрленĕ продукци, çавăн пекех вĕсем валли апат-çимĕç те илсе килме те, кунтан илсе кайма та юрамасть. Ветеринари специалисчĕсен сĕнĕвĕсене тĕпе хурасчĕ: - сыснасене картаран-кил хушшинчен ниçта та кăлармалла мар тата вĕсене 70 градус таран вĕрилентернĕ апат кăна памалла; - выльăх сывлăхне пĕрмаях тĕрĕслеттермелле, чир паллисене асăрхасанах ветеринари специалисчĕсене чĕнмелле; - автомобиль тата чугун çул станцийĕсенче, юханшыв порчĕсенче апат-çимĕç юлашкийĕсене пуçтарсах тăмалла тата утилизацилемелле; - чир тухнă регионсенчен выльăх, апат, усă курнă техника хатĕрĕсене илсе килесрен сыхланăр; - ют алăран сысна туянас тетĕр пулсан - илсе килнĕ вырăнта чир-чĕр тухманнине çирĕплетекен ветеринари докуменчĕсене ыйтăр. Паянхи кун хỹтлĕхпе тивĕçтерейменрен хуçалăхсене чакарнă тата урăх выльăх ĕрчетме тытăннă май республикăра сысна тытакан 65 хуçалăх тăрса юлнă.
Н.ВАСИЛЬЕВА, Россельхознадзорăн Чăваш Республикинчи управленийĕн ĕçченĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"