29 января 2016 г.
Автоçул çинчи хăрушлăх çỹллĕ шайрах тăрать-ха. 2015 çулта район территорийĕнче 18 çул-йĕр инкекĕ (2014 ç. - 14) пулчĕ, вĕсенче 1 çын (2014 ç. - 4) пурнăçĕ татăлчĕ тата 18-ăн (2014 ç. - 19-ăн) аманчĕç. Инкексен ытларах пайĕ яланхи пекех ỹсĕр водительсен айăпĕпе пулса иртнĕ, иртнĕ çул 5 тĕслĕх (125 процент) чухлĕ ỹснĕ, машина ỹпĕнни 4 (100 :) пулнă. 8 çул-йĕр аварийĕ çул-йĕр условийĕсем тивĕçлĕ шайра пулманнипе пулнă: 3-шĕ - çул варринчи паллă тунă йĕр (горизонтальная разметка) япăх курăннипе; 1 - çул-йĕр палли (дорожный знак) япăх курăннипе, тĕрĕс мар усă курнипе; 1 - автоçул ансăрланнипе; 3-шĕ - çул айккине тивĕçлĕ шайра тытса тăманнипе. Хĕллехи вăхăтра юр кĕрчĕсем водительсене те, çуран утакансене те чăрмав кỹреççĕ, йĕри-таврарине курассине чакараççĕ. Çул урлă каçмалли ятарлă вырăнсем çывăхĕнче юр капланса тăни те, "зебра" çукки те йывăрлăх кăларса тăратать. Çавна пулах çынсем меллĕрех вырăн шыраса ятарласа уйăрман вырăнсенче каçаççĕ. Районти автоçулсен варринчи йĕр хальхи вăхăтра кирлĕ хăрушсăрлăх шайне тивĕçтермест. Аса илтеретпĕр, çул-йĕр сăррипе (эмальпе) паллă тунă йĕрĕн "ĕç вăхăчĕ" 3 уйăхпа танлашать. Эпир, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн ĕçченĕсем, инкексен хисепне чакарас тĕллевпе ирттернĕ йĕркелỹпе право мероприятийĕсем çителĕксĕр, ку енĕпе вырăнти хăйтытăмлăх органĕсен те йĕркелỹпе техника мерисене йышăнсах тăмалла. Иртнĕ çулхи вун икĕ уйăх хушшинче ÇÇХПИ ĕçченĕсем административлă право йĕркине пăсни пирки 1400 (-5,7 :) ĕç пуçарчĕç: водительсем тĕлĕшпе - 814 (Ç7,8:): руль умне ỹсĕрле ларнăшăн - 65 (- 17,7 :), çуран утакансене çул паманшăн - 22 (100 :), çул тăваткалĕнче правилăсене пăснăшăн - 37 (Ç42,3 :); çуран утакансем тĕлĕшпе _ 88 (-31,7 :).
Владимир ГАЛКИН, çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕн Çĕмĕрлери уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"