29 января 2016 г.
Раççей статистики пĕлтернĕ тăрăх, Пĕтĕм Раççейри ялхуçалăх çыравне хатĕрленесси 2014-2018 çулхи календарлă планпа килĕшỹллĕн вăхăтра пулса пырать. Аса илтеретпĕр, ялхуçалăх çыравĕ кăçал июлĕн 1-мĕшĕнчен пуçласа августăн 15-мĕшĕччен, аякри тата кĕрсе тухма йывăр ялсенче сентябрĕн 15-мĕшĕнчен пуçласа ноябрĕн 15-мĕшĕччен пырать. Ăна ирттерме халĕ çĕршывĕпех тулли хăватпа хатĕрленеççĕ.
Иртнĕ çул вĕçĕнче муниципаллă тытăмсенче çырав районированине ирттерес ĕçе ăнăçлă вĕçленĕ, унăн кăтартăвĕсемпе çĕршыври пур регионпа та пĕтĕмĕшле отчетсем тунă. Кашни муниципаллă тытăма шутлав тата инструкторсен участокĕсем çине пайланă, вĕсенче миçе çыравçă ĕçлессине палăртнă. Çырав районированийĕ тăрăх регионти ĕç тăвакан власть органĕсем инструкторсен участокĕсем валли ятарлă вырăнсем уйăрма кирлĕ.
Раççей статистикин территорири органĕсем çыравçăсемпе инструкторсен кандидатурисене суйласа илме тытăннă ĕнтĕ. 2016 çулхи май-июнь уйăхĕсенче вĕсене çырав ирттермешкĕн вĕрентме тытăнĕç. Вĕренỹ программине çырав нормативĕн право никĕсĕ, унăн тĕллевĕсем, çырав объекчĕсен списокне йĕркелесси, сведенисем пухасси, çырав хучĕсене çырма вĕренесси тата ытти материалсем кĕнĕ. Кашни категорири вĕренекен валли мультимедийлă программа та туса хатĕрленĕ.
А.ЗАМУТКИНА.
Источник: "Пирěн пурнăç"