29 января 2016 г.
Асăннă операци 2016 çулхи февралĕн 23-мĕшĕччен пырать. Правилăсемпе килĕшỹллĕн хăй тĕллĕн çỹрекен транспорт хатĕрĕсене, двигатель хăватлăхĕ 4 кВт е 5,4 лаша вăйĕпе танлашать пулсан, патшалăх регистрацийĕ тумалла. Отчетлă дата тĕлне район территорийĕнче икĕ снегохода регистрациленĕ, вĕсене техника тĕрĕслевĕ витĕр кăларнă. Снегохода тракторист-машинистăн АI, АII, АIII, АIV категориллĕ удостоверени пур водительсем тытса пыма пултараççĕ. "Снегоход" профилактика операцие ирттерме ПАИ тата ЧР Çутçанталăк ресурсĕсен тата экологи министерствин инсекторĕсем пулăшаççĕ. Асăрхав мероприятийĕсене ирттернĕ чухне техника юсавлăхне, транспортăн патшалăх регистрацийĕ тата ăна тытса пымалли права пуррине пăхаççĕ.
Николай ПЕТРОВ, патшалăх техника асăрхавĕн Хĕрлĕ Чутай тата Çĕмĕрле районĕсенчи аслă инспекторĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"