03 февраля 2016 г.
2015 çул та хыçа юлчĕ. Иртнĕ çулхи январь-декабрь уйăхĕсенчи криминогенлă лару-тăрăва тишкерер-ха. Калас пулать, кашни иккĕмĕш преступление ниçта та ĕçлемен, маларах суд тенкелĕ çине ларнă тата алкогольпе айкашакан çынсем тунă. 2015 çулхи вуникĕ уйăх хушшинче 190 преступлени регистрацилерĕмĕр, 2014 çулта 162 пулнă. Ỹсĕм 17,3 процентпа танлашать. Вĕлерни (0-рен 2 çитнĕ), хĕнени (10-ран 15), асаплантарни (11-тен 14), вăрласси (47-рен 49), çаратасси (3-рен 5), вут тĕртесси (0-рен 1), çавăн пекех обществăлла вырăнсенче преступлени тăвасси, çав шутра урамра та (26-ран 30) ỹсрĕ. Сывлăха йывăр сиен кỹресси (8-тан 7 çитнĕ), ют пурлăха хапсăнни (63-рен 60), çав шутра хваттерсене çаратасси (10-ран 9), транспорт хатĕрне вăрласси (1-рен 0), наркотик хатĕрĕсене саккунсăр çаврăнăша кĕртессипе çыхăннă преступленисем (2-рен 1) чакрĕç. 12 уйăх хушшинче полици ĕçченĕсем пурĕ 168 преступление (2014 ç. - 141) уçса пачĕç, çакă регистрациленĕ мĕнпур преступленин 88,4 проценчĕпе танлашать. Ку кăтарту - 2014 çулхинчен 1,4 процент ытларах. Тăрă шыв çине кăларман 16 преступлени юлчĕ (иртнĕ çулта - 13). Çул çитмен çамрăксем юлашки икĕ çу- лĕнче те 5-шер преступлени тунă. Хальхи вăхăтра профилактика учетĕнче вунсакăр çул тултарман 13 çамрăк тăрать, 2015 çулта 8 çамрăка учета илнĕ, 5 çамрăка учетран кăларнă. Çавăн пекех учетра йывăр лару-тăрури 6 çемье тăрать, вĕсенче 9 ача çитĕ-нет. Ашшĕ-амăш тивĕçĕсене йĕркеллĕ пурнăçламаншăн пурĕ 18 протокол çырнă. Шыравра 3 преступник тата хыпарсăр çухалнă 7 çын шутланать. Отчетлă тапхăрта экстремизм енлĕ преступлени пулман. Коррупци енĕпе вара пĕр преступление учета тăратнă, 2014 çулта - 5.
Александр МИХОПАРКИН, районти полици уйрăмĕн начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"