АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Преступленисен йышĕнче вăрлани, çын сывлăхне сиен кỹни ытларах

03 февраля 2016 г.

2015 çулхи январь-декабрь уйăхĕсенче районти полици уйрăмĕн преступленисене тĕпчекен пай производствăна 74 уголовлă ĕç тĕпчеме йышăнчĕ. 49 ĕçе вĕçлерĕ, 44-шне суда ярса пачĕ. Уголовлă ĕçсемпе çичĕ çынна тытса чартăмăр, вĕсенчен улттăшне тĕрмене хупрĕç. 49 уголовлă ĕçпе следовательсем преступленисем тума майсем туса панă пирки представленисем тăратрĕç. Халăхпа ĕç коллективĕсем умне тăхăр хут тухса калаçрĕç, вĕренỹ учрежденийĕсенче профилактика енĕпе 11 тĕлпулу йĕркелерĕç. Хаçатра 14 материал пичетлерĕç, радиопа эфира тухрĕç.

Преступленисен йышĕнче ытларах вăрă-хурахла ĕçсем, çын сывлăхне сиен кỹни, ултавла ĕçсем пулчĕç. Халăха калаçтарнă преступлени-сенчен пĕри - Етĕрне районĕнчи Шупашкарта пурăнакан пĕр гражданин халăх шанăçне кĕрсе, йỹнĕ хакпа хваттер туянма пулăшатăп тесе районти тăватă çынтан пысăк сумма илсе тарса çухални пулчĕ. Правосудирен Сыктывкарта пытанса пурăннăскере тытса чарма май килчĕ. Унпа пĕрле пурăннă, ултавла ĕçсем тунă хĕрарăм халĕ те шыравра-ха. Çавăн пекех Перекет банкĕн кассирĕ пирки (ĕç вырăнĕпе усă курса вкладчиксен укçисене илнĕшĕн) пуçарнă ĕçе суда ярса патăмăр. Çул çитмен çамрăк хăйĕн Трапай ялĕнчи опекунĕсен пурăнмалли çурт-йĕрне вут тĕртсе яни пирки те ĕç пулчĕ. Хурахла ĕçсене тăвакансем уйрăмах сотовăй телефонсем, планшетсем, укçа-тенкĕ, котелсем, кабельсем, телевизорсем, фермăсенчен фураж вăрлани çиеле тухрĕ. "Магнит" лавккара, Ялхуçалăх банкĕнче, райпора "5000" тата "1000" тенкĕлĕх суя укçасем тупнă пирки тăватă уголовлă ĕç пуçартăмăр. Çавăн пекех районта автомобильсене ларса тарнă тĕслĕхсем те пулчĕç. Упăшки арăмĕ çине çилленнипе вăл укçа вăрланă тесе суйса заявлени çырнă тĕслĕх те пулчĕ. Анчах та тĕпчев хыççăн арçын пирки суйса элекленĕшĕн уголовлă ĕç пуçарма тиврĕ. Юлашкинчен çакна калас килет, граждансем хăйсен интересĕсене хỹтĕлес ыйтусемпе право хуралĕн органĕсенчен яланах пулăшу ыйтма пултараççĕ.

В.САВЕЛЬЕВ, районти полици уйрăмĕн преступленисене тĕпчекен пай начальникĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика