03 февраля 2016 г.
Условнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекцире 2015 çулта суд приговорĕпе айăпланнă 116 çынна шута илнĕ. Инспекцин тĕп ĕçĕ - судпа айăпланнисене уче-та илесси, вĕсене ĕçпе тивĕçтересси, пурнăç условийĕсемпе, килти лару-тăрупа паллашасси, кỹршĕсемпе ял-йыш шухăш-кăмăлне пĕлесси. Граждансене кашни кунах йышăнатпăр, вĕсемпе калаçусем ирттеретпĕр, судпа айăпланнисен килĕсене çитетпĕр, вырăнти лару-тăрупа паллашатпăр, ял тăрăхĕ-сен администрацийĕсенче тата хуçалăхсен ертỹçисемпе, çынсемпе тĕл пулса калаçатпăр. Пĕр сăмахпа каласан, айăпа кĕнисене куçран вĕçертместпĕр. Çавăн пекех граждансемпе ăнлантару ĕçĕсем туса ирттерессине тĕп вырăна хуратпăр.
Пирĕн тĕп тивĕç - судпа айăпланнисене ытла та çирĕп наказани парасси мар, вĕсене пурнăç çулĕ çине тăма, хăйсен айăпне тĕрĕс ăнланса илме пулăшасси. Судпа айăпланнисенчен ытларахăшĕ хăйсене йĕркеллĕ тытаççĕ, тỹрленỹ çулĕ çине тухма тăрăшаççĕ. Ун пеккисене эпир вăхăт çитичченех учетран кăларатпăр. Акă кăçал 7 çынна тĕрĕслев вăхăчĕ тухичченех айăплавран хăтартăмăр. 2015 çулхи апрелĕн 24-мĕшĕнче Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думи амнисти пирки йышăну кăларчĕ. Çавна май иртнĕ çулăн апрель-октябрь уйăхĕсенче çĕршывра амнисти иртрĕ. Пирĕн районта çак çăмăллăхпа 29 çын усă курчĕ, вĕсен айăплав срокĕ вăхăт çитичченех татăлчĕ. Шел пулин те, суд-па айăпланса пирĕн инспекцире учетра тăра-кансем хушшинче саккун ыйтнине пурнăçламан граждансем те пур. Хăш- пĕрисем ĕçрен пăрăнса çỹ- реççĕ, эрех-сăрапа иртĕ-хеççĕ, çемьере харкашу пуçараççĕ, обществăлла йĕркелĕхе пăсаççĕ. Пал-лах, кун пеккисем пирки çирĕп мерăсем йышăнма тивет. Хăйсене йĕркеллĕ тытманшăн пĕлтĕр 17 çынна тепĕр хут ирĕкрен хăтарнă.
Судпа айăпланнисене явап тыттармалли тепĕр мел вăл - обязательнăй йĕркепе ĕçлеттерни. Ку вăл хăйнеевĕр айăплав. Айăпа кĕнĕ гражданинăн ĕçрен пушă вăхăтра - канмалли кунсенче - тỹлевсĕр ĕçлемелле: ял урамĕсенче, тавралăхра тирпей-илем кĕртмелле, масарсене çỹп-çапран, ăпăр-тапăртан тасатмалла тата ытти пулăшу ĕçĕсене пурнăçламалла. Ку ĕçсене инспекцире учетра тăракан 35 çын пурнăçларĕç темелле, анчах та 29-шĕ тỹрĕ кăмăлпах ĕçлерĕç, 6-шĕ пăрăнса çỹреме тăрăшрĕç. Çавăнпа 6-шне суд йышăнăвĕпе тепĕр хут ирĕкрен хăтарма тиврĕ. Кăçалхи февраль уйăхĕн пуçламăшĕнче ра-йонта "Условник" операци иртет. Унăн тĕллевĕ - суд приговорĕпе условнăй йĕркепе айăплисен пурнăçĕпе, ĕçлени-ĕçлеменнипе, хăйсене килте, обществăра мĕнле тыткаланипе туллин паллашасси.
Владимир СОРОКИН, уголовнăй ĕçсене пурнăçлакан инспекци начальникĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"