АУ "Редакция Красночетайской районной газеты "Наша жизнь" Мининформполитики ЧувашииОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Валерий ШОРКИН, район прокурорĕ: "Укçа пухас йĕркене пăснă"

05 февраля 2016 г.

 - Районти пĕр вĕренỹ учрежденийĕнче вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕ шкулта вăйпах укçа пухнă пирки пĕлтернĕ тăрăх район прокуратури тĕрĕслев ирттерчĕ, асăннă учрежденире йĕркене пăснă тĕслĕхсене тупса палăртрĕ. 273-мĕш федерал-лă саккунăн 5 статйин 3-мĕш пайĕпе килĕшỹллĕн шкулта пĕлỹ илесси пуриншĕн те ирĕклĕ тата тỹлевсĕр пулмалла. Çавăн пекех саккун тăрăх пăхсан, вĕренỹ учрежденийĕсен, йĕркелỹпе право формине пăхмасăр, хушма финанссене явăçтарма май пур, çав шутра юридици тата уйрăм сăпатсен тĕллевлĕ тỹлевĕсене тата харпăр хăй ирĕкĕпе панă укçасене. Харпăр хăй ирĕкĕпе пулăшу пани ыр кăмăллăх ĕç-хĕлĕ шутланать. Çак ĕçе граждансем хăйсен ирĕкĕпе пулăшас тĕллевпе пурнăçлаççĕ. Вăйпах материаллă е урăх йышши пулăшу ыйтни вара саккунсăр. Раççей Вĕренỹ министерствин 1998 çулхи декабрĕн 15-мĕшĕнчи 57-мĕш номерлĕ çырăвĕнче палăртнă тăрăх, вĕренỹ учрежденийĕсем учреждение тата вĕрентỹ юхăмне аталантармашкăн хушма финанс хатĕрĕсене явăçтарма пултараççĕ. Кун пек укçа-тенкĕ учрежденин расчет счечĕ çине харпăр хăй ирĕкĕпе пырса кĕмелле тата тĕллевлĕ пулмалла. Раççей Вĕренỹ министерствин 1995 çулхи майăн 12-мĕшĕнчи 724Ỹ7-16 мĕш номерлĕ "Вĕренекенсен ашшĕ-амăшĕн-чен килекен укçа-тенкĕ çинчен" çырăвĕ-пе килĕшỹллĕн ашшĕ-амăшĕ панă укçана учрежденин документпа йĕркелемелле, тупăшсен тата тăкаксен пайĕнче учета илмелле. Тĕрĕслев вăхăтĕнче палăртнă тă-рăх, 2014-2015 çулсенчи вĕренỹ çулĕн-че класс ертỹçисем вĕренекенсенчен апатшăн документсем йĕркелемесĕр укçа-тенкĕ пухнă, çавăн пекех район тулашне экскурсисене илсе тухнă чухне те укçана документламан. Çак çитменлĕхсем вĕ-ренỹ учрежденийĕн хăш-пĕр ĕçченĕсем тивĕçĕсене кирлĕ пек пурнăçламаннине çирĕплетеççĕ. Тĕрĕслев кăтартăвĕсемпе прокуратура йĕркене пăснă тĕслĕхсене пĕтерме район администрацийĕн вĕренỹ пайĕн начальникĕ ячĕпе представлени тăратрĕ, директора асăрхаттарса хăварчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика