05 февраля 2016 г.
Паян пирĕн тĕлĕнмелле ырă та лайăх çын, тăван Варвара Васильевна Назарова (хĕр чухнехи хушамачĕ Антипова) _ çинчен аса илсе каласа парас килет. Пурăннă пулсан вăл пĕлтĕр 100 çул тултарнă пулĕччĕ.
Варвара Назарова районти медицинăна аталантарас ĕçе пысăк тỹпе хывнă - райбольницăра акушеркăра 1945 çулхи май уйăхĕнчен пуçласа 1971 çулхи январь уйăхĕччен ĕçленĕ. Хăйĕн çепĕç аллисемпе вăл çĕр-çĕр ачана йышăннă, тен, вĕсем хушшинче эсĕ те пур, вулаканăм.
Чĕмпĕр кĕпернине кĕре-кен Кăрмăш уесĕнчи Ваçкаçырми ялĕнче пурăнакан Антиповсен ĕçчен хресчен çемйинче 1915 çулхи декабрĕн 17-мĕшĕнче Варвара ятлă хĕр çуралнă. Ашшĕ-амăшĕ хĕрне пĕлỹ пама тăрăшнă, 1931 çулта Варвара Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкултан вĕренсе тухнă.
Унăн ĕç биографийĕ шăпах çав çул "Çĕнĕ пурнăç" колхозра çырăнма пуçлать. Унтан вăл çулталăк хушши Хĕрлĕ Чутайри парткабинетăн библиотекинче ĕçлет. 1936 çулта Шупашкарти акушерсен шкулне вĕренме кĕрет. 1939 çулта çамрăк специалиста Йĕпреç поселокне яраççĕ, унта вăл 1940 çулччен акушеркăра тимлет.
Шăпа Варвара Васильевнăна темиçе хутчен те професси улăштарттарать: вăл ача сачĕн заведующийĕнче те, счетоводра та вăй хурать. Хĕрлĕ Чутай районне таврăнсан пĕр хушă тăван колхозра тăрăшать. 1945 çулхи май уйăхĕнче вара вăл район больницине ача çуратакансен уйрăмне акушеркăна вырнаçать. Çулталăк çурăран ăна райĕçтăвкомăн сывлăх сыхлавĕн пайне инструктора куçараççĕ. Унта икĕ çул хушши ĕçленĕ хыççăн Варвара Васильевна каллех район больницине таврăнать те 25 çула яхăн çавăнтах тăрăшать.
Хăйсене мĕнле йывăр условисенче ĕçле-ме тивнине аса илсе Варвара Васильевна çапла каласа кăтартатчĕ: "Условисем çук, каçхи дежурствăсем, йывăрлăхсем... Тухтăр çук чухне ăна та, санитаркăна та улăштарма тиветчĕ. Хальхи вăхăтрипе танлаштарсан ун чухне ачасем вун-вун хут ытларах çуралатчĕç _ уйăхра 30-40 ача. Смена хушшинче акушеркăсем сахалтан та икĕ-виçĕ ача йышăнатчĕç".
Темле йывăр пулсан та чуна парса, тăрăшса ĕçленĕ. Çавăнпах пулĕ паянхи кун та пирĕн тăвана вăл темиçе теçетке çул каялла ачисене кун çути курма пулăшнăшăн çынсем ырăпа аса илеççĕ.
Ербулаткинсен çемье архивĕнче Варвара Васильевнăн докуменчĕсемпе сăнỹ-керчĕкĕсем упранаççĕ. Вăл шутра "Çĕнтерỹ çулĕпе" район хаçачĕн 1960 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнчи номерĕ те - шăпах унта Варвара Назарова çинчен çырса кăтартнă тата унăн сăнỹкерчĕкне пичетленĕ (паян та эсир çав сăнỹкерчĕкех куратăр).
1947 çулхи январĕн 22-мĕшĕнче Варвара Васильевнăпа Степан Владимирович Назаровсем çемье чăмăртанă. Степан Вла-димирович вăрçăчченех Хĕрлĕ Чутайри аптекăн заведующийĕнче тăрăшнă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан вăл тăшманпа çапăçма тухса кайнă, Кенигсберга çитнĕ. Степан Назарова Хĕрлĕ Çăлтăр орденĕпе наградăланă. Вăрçăран таврăнсан вăл район больницинче фельдшерта тăрăшнă.
Варвара Назарова хăйĕн тĕп тивĕçĕсене пурнăçланипе пĕрлех обществăлла ĕçсене те тунă. Чылай вăхăт хушши (тивĕçлĕ канăва тухсан та) вăл район сучĕн халăх заседателĕнче тимленĕ.
Тивĕçлĕ канăва тухиччен Назаровсем Хĕрлĕ Чутай салинче пурăннă, унтан Степан Владимировичăн тăван ялне, Карăкçырмине, куçнă.
Район больницинче ĕçленĕ хушăра Варвара Назарова хăйĕнпе пĕрле ĕçлекен акушер-гинекологпа Ольга Михайловна Скрипальпа туслашнă. Пирĕн района Саратов облаçĕнчен направленипе килнĕ тухтăр Варвара Васильевнăн тантăшĕ пулнă. Хаваслă та сатур хĕр-юлташсем пулнă вĕсем.
Çав вăхăтра района Совет Союзĕн Геройĕ Иван Васильевич Индряков курма килет. Варвара Васильевна Ольгăна çамрăк паттăрпа паллаштарать. 1948 çулта вара Иван Васильевичпа Ольга Михайловна пĕрлешеççĕ, Варварăпа Степан Назаровсем вара вĕсен туйĕнче авалхи чăвашсен йăлипе хăйматлăхсем пулаççĕ. Туй Ваçкаçырми ялĕнче иртет, унта чылай хăна савăнать. Варвара Васильевнăн тăванĕн хĕрĕ Марина Илларионовна каласа панă тăрăх, çак туйра Иван Индряковăн юлташĕ, Совет Союзĕн Геройĕ Федот Орлов летчик та пулнă. Туй хыççăн Индряковсем Тбилисине тухса каяççĕ - пирĕн паттăр ентеш унта службăра тăнă. Тăван тăрăха вĕсем кайран та килкелесе кайнă.
Варвара Васильевна Назарова акушер-кăра ĕçленĕ хушăра пĕрре кăна мар тĕрлĕ хисепе тивĕçнĕ. Чăваш АССР-ĕн Аслă Канашĕн Президиумĕн 1960 çулхи июнĕн 24-мĕшĕнчи указĕпе ăна Хисеп Грамотипе наградăланă. 1970 çулта Варвара Назарова тухăçлă ĕçленĕшĕн, В.И.Ленин çуралнăранпа 100 çул çитнĕ ятпа юбилей медальне тивĕçнĕ.
Шел те, Назаровсене Турă ача-пăчаллă пулма пỹрмен. Çапах та Варвара Васильевна хăйĕн тăванĕсен ачисене, унтан вĕсен ачисене воспитани пама пулăшнă. Унăн тĕслĕхĕпех Зоя Григорьевна тата Лариса Григорьевна Ербулаткинасем, Ольга Юрьевна мăнукĕ тухтăр профессине суйласа илнĕ.
Эпир паянхи кун та Варвара Васильевнăна ырăпа аса илетпĕр. Мĕн тери ырă кăмăллă çынччĕ вăл, сăнĕпе те, чунĕпе те илемлĕччĕ. Вăл юрланă пек вырăс халăх юррисене никам та юрламастчĕ пулĕ. Юрлама вара вăл садра ĕçленĕ чух та, çăм арланă чух та юрлатчĕ.
Варвара Васильевна 1995 çулхи апрелĕн 4-мĕшĕнче çут тĕнчерен уйрăлчĕ. Ун çинчен, унăн ĕçĕсем çинчен ырăпа аса илни пире малашлăха шанчăклăн пăхма пулăшать.
Юрий ЕРБУЛАТКИН, Карăкçырми ялĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"