05 февраля 2016 г.
Хĕрлĕ Чутай район больницин инфекци уйрăмĕнче капиталлă юсав ĕçĕсем пыраççĕ. Инфекци уйрăмне юсаса çĕнетме республика бюджетĕн-чен 4 млн та 624 пин тенкĕ уйăрнă. Юсаса çĕнетес ĕçсем иртнĕ çулăн декабрь уйăхĕнче пуçланчĕç. Кĕске вăхăтрах "Премиум Строй" тулли мар яваплă общество тăрăшнипе çуртăн çивиттийĕпе чỹречисем улшăнчĕç.
- Кирпĕч хурас, электричество пралукĕсене карас ĕçсем вĕçленнĕ, стенасене юсаса, сăрласа пĕтернĕ. Паян тулаш енчи стенасене çĕнетессипе тата шалти вак-тĕвек ĕçсене пĕтерессишĕн тăрăшаççĕ. Çак уйăхра пĕтĕм ĕçе вĕçлесшĕн. Хĕрлĕчутайсемпе Çĕмĕрле хулипе районĕнче пурăнакансене сипленме кунта хăтлă пулĕ. Пурĕ 11 палата пулать, кашнинчех шыв пулĕ, - пĕлтерчĕ райбольницăн тĕп врачĕ Иван Игнатьев.
Источник: "Пирěн пурнăç"