10 февраля 2016 г.
Чăваш классикĕн сăвă йĕркисене кăштах улăштарса çапла калас килет манăн Пантьăк ялĕнче пурăнакан, Мăн Этменти вăтам шкулта 11-мĕш класра вĕренекен Карина Селянкина пирки. Вăл чăннипех ĕçчен, маттур та пултаруллă хĕр пулнине вĕрентекенсем те çирĕплетеççĕ. Каринăн ĕç кунĕ ирхи пилĕк çурăра пуçланать. Выльăхсем йышлă тытаççĕ Селянкинсем - ĕнине те сумалла, икĕ вăкăрне апатлантармалла, сĕт пуçтаракан машина килнĕ çĕре те ĕлкĕрмелле... Унтан шкула кайма хатĕрленмелле. Хăйĕнсĕр пуçне Карина пĕрремĕш класа каякан йăмăкне те тимлĕх уйăрать. Вĕренесси уншăн паян чи яваплă ĕç пулнине питĕ лайăх туйса-ăнланса тăнăранах Карина шкулта "5" паллăсемпе çеç ĕлкĕрсе пырать. Район шайĕнчи олимпиадăсене хутшăнса малти вырăнсене йышăнать - пĕлтĕр экономикăпа, химипе, обществознанипе палăрнă. Кăçал вара литературăпа тата обществознанипе районта çĕнтерсе республика шайĕнчи олимпиадăсене хутшăннă.
"Карина - пур ĕçе те тума ĕлкĕрекен маттур хĕрача, - тет хĕрупраç пирки вунпĕрмĕшсен класс ертỹçи Вера Альгешкина. - Килти хуçалăха тытса пыма та, киле парса янă ĕçсене тума та, патшалăх экзаменĕсене хатĕрленме репетитор патне çỹреме те вăхăт тупать. Ялта та ăна лайăхпа асăнаççĕ, вăл ырă та уçă кăмăллă, тараватлă хĕрача. Вĕренỹре те, спортра та, шкулăн обществăлла пурнăçĕнче те хастар".
Спортпа чăннипех туслă Карина, волейболла, баскетболла вылять, Мăн Этмен шкулĕнчи волейбол командин капитанĕ. Нумаях пулмасть "Хастар" спорткомплексра волейболла вылякансем хушшинче шкул лиги иртнĕ, унта мăнэтменсем пĕрремĕш вырăна тухнă.
"Чăваш Республикин Пуçлăхĕн стипендине тивĕçнине мĕнле пĕлтĕн?" - кăсăклантăм эпĕ.
"Шупашкарта аслă пĕлỹ илекен Аня Михеева шăнкăравласа каларĕ те - тỹрех ĕненмерĕм. Савăнтăм, паллах. Вĕренме тăрăшни ахаль мар иккен, çакна кураççĕ, хаклаççĕ. Халĕ малалла тата яваплăрах пулмалла манăн", - пĕлтерчĕ хăйĕн шухăшне Карина.
Хăйĕн малашнехи пурнăçне Карина медицинăпа çыхăнтарма ĕмĕтленет. Çынсен сывлăхĕшĕн тăрăшассипе çыхăннă профессие суйласа илессине, тен, кукамăшĕ те сывлăх сыхлавĕнче ĕçлени те витĕм кỹнĕ. Хастар та пултаруллă хĕрупраçăн çутă ĕмĕчĕсем пурнăçланасса шансах тăратпăр, вĕсене пурнăçа кĕртме пирĕн районăн пултаруллă пикине Карина Селянкинăна ăнăçу сунатпăр.
Алина КАРПОВА.
Источник: "Пирěн пурнăç"